Ăшă саламсем йышăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:29 Просмотров: 114

Çын ĕмĕрĕ - тĕлĕнмелле пулăм. Мĕн тĕрлĕ тапхăра пĕрлештермест пулĕ вăл. Савăнăçне те парнелет, шел те, хуйхи-суйхине те кăтартать. Пурнăç çулĕпе тивĕçлĕ утма чăнах та вăй-халĕ те, çирĕплĕхĕ те сахал мар кирлĕ. Пуканкассинчи хисеплĕ ватăн - Мария Никитична Павлован - вăрăм та çăмăл мар кун-çулĕ те çакнах çирĕплетет пулĕ. Çак кунсенче вăл сумлă юбилейне - 95 çул тултарнине - паллă тунă.

Унăн шăпи те - вăрçă ачисен ăрăвĕн пĕр пайĕ. Ыттисем пекех унăн та çак тискер вăхăтри мĕнпур йывăрлăхсене тÿссе ирттерме тивнĕ. Мария Никитична Мăн Хирлеп ялĕнче çуралнă. Ачалăх мĕнне пĕлмен тесен те юрать, выляса-савăнса çитĕнес вырăнне пĕчĕкрен йывăр ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Çамрăклах вăл, акă, ялпа çывăхри кирпĕч заводĕнче вăй хума тытăннă.

Пĕве кĕрсен Хирлеп хĕрĕ Пуканкассинчи Алексей Павлович Павловпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе вĕсем тăватă ачана пурнăç парнелесе пăхса ÿстернĕ. Павловсем иккĕшĕ те вырăнти ял хуçалăх отраслĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă: нумай çул «Гвардеец» колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Халĕ ĕнтĕ Мария Никитична ывăлĕн, Сергейăн, çемйин хÿттине туйса килĕшÿре, хăтлăхра пурăнать. Çывăх çыннисем вăл чун-чĕре ăшшине, пулăшăва туйса татах та нумай çул пурăнтăр тесе тăрăшаççĕ.

95 çулхи юбилей ячĕпе хисеплĕ ватă патне округ пуçлăхĕн Надежда Никандрован ăшă саламне ун заместителĕ Ирина Казенова тата Ярмушка территори пайĕн пуçлăхĕ Андрей Яковлев çитернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика