Телемедицина тивĕçтерĕвĕсемпе анлă усă курма пуçлани - регионти сывлăх сыхлавĕн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсенчен пĕри. Çĕнĕ технологисене пула çĕршер пациентсен сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Уйрăмах ку аякри ялсенче пурăнакансемшĕн актуаллă. Телемедицина вырăнти врачсемпе çеç мар, федераци шайĕнчи пысăк квалификациллĕ специалистсемпе çыхăнма май парать.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра «врач - врач» форматпа 18916, «врач - пациент» форматпа 382 телемедицина консультацийĕ ирттернĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ырă динамикăна сăнама пулать: врачсем хушшинчи консультацисем 7,1: , пациентсене дистанци мелĕпе йышăнасси икĕ хут ÿснĕ. Ку технологи медиксемшĕн те, çынсемшĕн те хăнăхнă практика пулнине çирĕплетет. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе тата «Сывă малашлăх» парти проекчĕпе эпир пахалăхлă медицина пулăшăвне кашни çыннах илме пултартăр тесе сывлăх сыхлавне цифровизацилес ĕç-хĕле малалла тăсăпăр»,- палăртнă сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова.
Телемедицина пулăшăвĕпе «Телемедицина консультацийĕсем» республикăри медицинăн информаци системипе усă курса тивĕçтереççĕ. Системăпа сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм патшалăх медицина организацийĕсене, çав шутра ялти врач амбулаторийĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсене те çыхăнтарнă.
Июль 2026 |
