4,8 пин çынна куçармалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:30 Просмотров: 114

Чăваш ен правительстви аварийлĕ çурт-йĕртен куçармалли вăраха тăсăлакан çĕнĕ программăна çирĕплетнĕ. Вăл «Çурт-йĕр» федераллă проектăн «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проектне кĕрет, 2030 çул вĕçĕччен тăсăлать.

Çак программăна пула республикăра пурăнакан 4,8 пин çын кивĕ çурт-йĕртен çĕнĕ, хăтлă хваттерсене куçмалла.

Пилĕк çулта 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн аварийлĕ тесе йышăннă нумай хваттерлĕ 246 çуртран куçармалла. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 71,9 пин тăваткал метр. Программăна 18 муниципалитетри çуртсем кĕреççĕ. Чи калăпăшлă ĕçсем Шупашкар хулинче, Çĕмĕрле, Улатăр тата Куславкка округĕсенче пулмалла.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе, программăна хутшăнакан граждансем халĕ суйлама пултараççĕ: хваттере анчах хăпартакан çуртра е малтанрах хута янинче туянмалла, е уйрăм пÿрт хăпартмалла. Малашне патшалăх сертификатпа тивĕçтерет.

Программăна 5 тапхăрпа пурнăçлама палăртаççĕ. Тĕп задача - 2030 çулччен черетре тăракансене пурне те куçарса пĕтересси.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика