Ачалăх - чи телейлĕ вăхăт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:31 Просмотров: 125

Çуллан 1-мĕш кунĕнче Вăрнарти культурăпа кану паркĕ ачасен хаваслă сассисен шăв-шавĕпе тулчĕ. Кунта Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа пысăк уяв йĕркеленĕ. Ачасем хавхалансах тĕрлĕ мастер-классене хутшăнчĕç, батутсем çинче сиксе киленчĕç, пылак çимĕçпе сăйланчĕç.

Уява пухăннисене округ пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова, Хĕрарăмсен союзĕн Вăрнарти уйрăмĕн председателĕ Анастасия Кириллова, «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕн муниципаллă координаторĕ Сергей Ильин тата ашшĕсен канашĕн председателĕ Эдуард Орешкин саламларĕç. Вĕсем ачалăх чи телейлĕ вăхăт, ачасем вара чи хаклă тупра, пирĕн шанчăк, пуласлăх пулнине палăртрĕç. Пирĕн, аслисен, вĕсене хÿтĕлеме, çу кунĕсене хăрушсăр ирттерме пĕтĕм вăя хывмаллине, çамрăк ăрушăн яваплă пулмаллине асра тытмаллине каларĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика