Уçă чĕреллĕ кÿршĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:32 Просмотров: 120

Элмен Сунарта пурăнакан Филипповсем - чăннипех те ырă çынсем. Çавăн пекех çав тери ĕçчен вĕсем. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ, пахчаçимĕç те чылай çитĕнтереççĕ.

Мария Владимировнапа Михаил Федорович пилĕк ачана кун çути панă. Вĕсене те мĕн пĕчĕкрен ĕç патне çыпăçтарса ÿстернĕ. Вăл е ку ĕçе тума пачах та ÿркенмеççĕ. Ашшĕ-амăшне пур енлĕ пулăшаççĕ: выльăх пăхма та, утă хатĕрлеме те, килти ĕçсене пурнăçлама та.

Ку çеç те мар, вĕсем кÿршĕсене те пулăшма май тупаççĕ. Кăçал, ак, сывлăхĕ хавшанă пускилне çĕрулми те лартса панă. Çакăншăн вĕсене, ырă та уçă чĕреллĕ çынсене, питĕ пысăк тав.

Çак кунсенче Мария Владимировна тата унăн Мускавра пурăнакан Алена хĕрĕ иккĕшĕ те пĕр кунта çуралнă кунĕсене паллă тăваççĕ. Майпа усă курса вĕсене саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунатпăр. Кÿршĕсемпе, тăванусемпе яланах хальхи пекех шăкăлтатса пурăнмалла пултăр, ĕмĕтленни çитсе пытăр.

Ачисем куç тулли. Мăнукĕсем Филипповсене час-часах килсе савăнтараççĕ, хаваслă сассисем пурнăçа тăсма пулăшаççĕ. Яланах çапла пултăр!

Тав туса - Лиза, Фрося, Нина, Светлана.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика