Чăваш енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх сферинче хăйсен ĕçĕпе тимлекенсен шучĕ ÿссе пыни курăнать. Çакна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ тĕлне ирттернĕ тĕлпулура палăртнă.
Республикăра ку тытăмра 150 пин ытла субъект тĕрлĕ ĕç-хĕле пурнăçласа пырать. Пĕлтĕр бизнес бюджета хывнă налуксен калăпăшĕ те 54 миллиард тенкĕпе танлашнă.
Каламалла, промышленность площадкисене туса хурассипе икĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательсем çăмăллăхлă условисемпе вырнаçма, оборудовани центрĕсемпе тата лабораторисемпе усă курма пултараççĕ. Вĕсем - АБАТ тата МАШЗАВОД. Ку площадкăсенче 21 резидент вырнаçнă, 1 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ПЕТРОВА
Июль 2026 |
