Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн территорийĕнчи хĕрарăмсен Александрийский мăнастирĕн çурчĕн шăпи чăннипех хумхантарать
Районти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова вунă çул ытла каяллах ăна сыхласа хăварас тесе ыйту çĕкленĕччĕ. Ĕçе вăл вăхăтрах тытăннă пулсан, тен, ăна икĕ хучĕпех упраса хăварма пулнă пулĕччĕ. Ун чухне 2-мĕш хучĕ те, йывăç-хăмаран çапса тунăскер, ытлашши арканманччĕ.
Музей фондĕнче ку мăнастирпе çыхăннă материалсен пуххи пуян. 2017 çулта архиври хаклă пысăк материала Елена Ивановна сĕннипе «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн страницисенче те пичетленĕччĕ. Унта мăнастирĕн пуян историйĕ туллин çырăннă, сăнÿкерчĕкĕсем те историшĕн пĕлтерĕшлĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Июль 2026 |
