«Мирлĕ пурнăçа утăм» проект - ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пуренлĕ пулăшу кÿрессипе çыхăннă системăллă ĕç. Пĕрремĕш вырăнта яланах çын тăрать. СВО-на хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем республика яланах пĕрле пулнине, хамăрăн çынсене пăрахманнине, кирек епле лару-тăрура та пулăшу алли тăсма хатĕррине туйччăр. Ку пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Çулталăк пуçланнăранпа «Пулăшу десанчĕ» йышĕнчи специалистсем вуншар муниципалитетра пулнă. Çак вăхăтра 500 çынна пулăшнă, 800 ыйтăва пăхса тухнă. Вĕсем кил хуçалăхĕпе çыхăннисенчен пуçласа врач патне çырăнма пулăшасси таранах, пурнăçăн пĕтĕм сферине пырса тивеççĕ.
Çавăнпа пĕрлех округсенче координаци центрĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче те ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пуренлĕ пулăшу кÿреççĕ. Акă, Вăрнарти координаци центрне СВО-на хутшăнакан салтакăн амăшĕ пÿрт таврашĕнчи курăка çулса тирпейлес ыйтупа килнĕ. Ку ĕçе вăл хăй тĕллĕн пурнăçлайманнине пĕлтернĕ. Ыйтăва Вăрнарти территори пайĕпе пĕрле çыхăнса çийĕнчех татса пама май килнĕ. Пÿрт таврашĕнчи пысăк территорине çулса тасатнă.
Салтак амăшĕ хăйне пулăшу кÿрекен кашни çынна чун-чĕререн тав тунă. Йывăрлăхра пĕччен пулманнине туйни хавхалану кÿрет, вăй-хал хушать.
Хамăр инф.
Июль 2026 |
