Кану лайăх ирттĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:34 Просмотров: 108

Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампани кăçал çу уйă-хĕн 29-мĕшĕнче пуçланнă. Ачасен канăвне йĕркелес енĕпе 302 организаци ĕçлĕ. Ка-накансен хăрушсăрлăхĕ - тĕп вырăнта. Пур объекта та инженерипе техника хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ.

Чĕнÿ пускăчĕ, видеосăнав, пĕлтерÿпе çутă тытăмĕсем, пушар сигнализацийĕ, вут-çулăма сÿнтермели хатĕрсем вырнаçтарнă. Лагерьсене пушар хуралĕн ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ. Учрежденисен хăрушсăрлăх паспорчĕсем те пур. Терроризмран хÿтĕленессипе лагерьсенче вĕренÿсем ирттернĕ, инструктажсемпе хăнăхтарусем йĕркеленĕ. Кашни сменăра ачасемпе çак ыйтусем тавра калаçусем ирттернĕ.

ЧР ĕçлев министрĕн çумĕ Александр Колесников кăçал йывăр лару-тăрури çемьесенче çитĕнекен ачасен канăвне йĕркелеме республика бюджетĕнчен 66 миллион тенкĕ уйăрнине каланă. Çуллахи тапхăрта 1 пин ытла ачана халăха социаллă пулăшу паракан 10 центр канупа тивĕçтерĕ, çав шутран 4 организаци талăкĕпех ĕçлет. Вĕсен пурин те хăрушсăрлăх паспорчĕсем пур.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика