Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен хисепе тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.06.2026, 11:35 Просмотров: 112

Химик кунĕ кăçал урăхларах форматпа иртнĕ, анчах та ун пĕлтерĕшĕ чакман. Аслисем валли уява завод управленийĕнче, ачасем валли «Август» паркра йĕркеленĕ

Химиксене саламлама яланхиллех сумлă хăнасем пухăннă. «Августăн» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Александр Усков Химик кунĕнче хăйĕн чĕри яланах Вăрнара туртăннине палăртнă, 30 çулта кунти уява пĕрре кăна килейменнине каланă. Вăл завод аталанăвне малашне те чылай укçа-тенкĕ хывассине, линисене автоматизацилессипе тата ĕç условийĕсене лайăхлатассипе пысăк утăмсем тăвассине палăртнă.

Вăрнарти завод директорĕ Владимир Свешников та коллектив производство задачине туллин пурнăçланине, республика тата вырăнти бюджетсене хывăнакан налуксен хисепĕ ÿссе пынине каланă.

Завод ĕçченĕсене çавăн пекех Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов, Роман Алексеев, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, патшалăх деятелĕ, запасри полковник Анатолий Григорьев саламланă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика