Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2026, 11:38 Просмотров: 121

Пурнăç илемĕ

Çутçанталăк пек пуласчĕ,

Кăмăла улăштарма.

Сар хĕвел пек йăл куласчĕ,

Пит çине писев хума.

Шурă юр пек ирĕлесчĕ,

Шĕлкĕм шыв юххи пулма.

Сÿрĕк кăмăла сиресчĕ,

Çут малашлăха шанма.

Çĕр анне пек вăранасчĕ,

Таврана илем кĕртме.

Пурнăç илемне туясчĕ,

Çĕн хунав пек ешерме.

Уçă сывлăшпа сывласчĕ,

Кăкăра карăнтарса.

Сывлăм çийĕн те утасчĕ,

Сукмака шăрçалатса.

Хĕрпĕрчи пек савăнасчĕ,

Хурăна ыталаса.

Аннене те çупăрласчĕ,

Куç умне сăнар туса.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика