Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:07 Просмотров: 140

Сăнÿкерчĕк

Сăнÿкерчĕк ман умра,

Хĕрача тăрать унта.

Хăмăр куçĕ ялкăшать,

Çÿхе тути йăл кулать.

Пуç çинче хитре берет,

Уринче шурă шеплет.

Савăк кулли илĕртет,

Ашшĕ-амăш хĕпĕртет.

Кашни кун шкула çÿрет,

Лайăх паллăсем илет.

Тăрăшса вăл вĕренет,

Çут пуласлăха кĕтет.

Çулсем иртрĕç сисĕнмесĕр,

Çур ĕмĕр иртрĕ унтанпа.

Хĕрача та ÿссе çитрĕ.

Хăйне тупрĕ пурнăçра.

Кашни кун ĕçе çÿрет,

Тăрăшса вăл вăй хурать.

Çемйипеле савăнать,

Çÿлти Турра тав тăвать.

Вероника ДМИТРИЕВА,

Вăрнарти 2-мĕш шкул

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика