Ачисемпе мăнукĕсем - чи пысăк телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:29 Просмотров: 138

Юпшик Ялтăрари Даниловсем - чăннипех те пурнăç сукмакĕпе юратуллăн, ăнлануллăн утакан телейлĕ çемье. 55 çул ĕнтĕ вĕсем юнашар: савăнăçне те, пăшăрхануллă самантсене те пĕрле пайлаççĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне тĕрев парса пыраççĕ. Иртнĕ уйăхра вара хисеплĕ мăшăр çемье пурнăçĕнчи сумлă датăна - изумруд туя - паллă турĕ.

Галина Петровнапа Леонид Никифоровичăн пĕрлехи çемье историйĕ 1970 çулта çырăнма тытăннă. Çамрăк хĕр вăл вăхăтра Малтикас Ялтăрари кирпĕч заводне формовщицăра ĕçлеме вырнаçнă. Кунтах ăна шăпа пÿрни кĕтнĕ иккен: кĕçех çамрăк водительпе Леонидпа паллашнă. Ырă кăмăллă, илĕртÿллĕ, яланах пулăшма хатĕр çамрăк тÿрех тыткăна илнĕ хĕр чĕрине. Каччă та сăпайлă та хастар хĕре килĕштернине пытарман.

1971 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче вара Даниловсен çĕнĕ çемйи çуралнă: çакна мăшăр хут уйăрттарса çирĕплетнĕ. Иккĕшĕ те хастарскерсем, çемье пурнăçне тăнăç йĕркелеме, кил-хуçалăхне çирĕп тытса пыма тăрăшнă. 1974 çултан вĕсем вырăнти колхозра ĕçлеме пуçланă: Галина свинаркăра вăй хунă, Леонид – водительте.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика