Ял хĕрарăмĕн кунĕ пулĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:35 Просмотров: 128

Ял хĕрарăмĕн кунне текех официаллă октябрĕн 16-мĕшĕнче паллă тăвăпăр. Çакăн çинчен указа Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.

Уяв кунне палăртас шухăша Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕ тата « Женское движение Единой России» юхăмĕ çĕкленĕ. Республикăн премьер-министрĕ Сергей Артамонов палăртнă трăх, çĕнĕ уяв ялта пурăнакан хĕрарăмсене хисеплеме хистекен паллă пулĕ. Чăн та, ял хĕрарăмĕ тем тума та ĕлкĕрет: ĕçре те вăй хурать, выльăх-чĕрлĕх те усрать, пахчаçимĕç те çитĕнтерет, пултарулăхра та хастар, çемьене те çирĕп тытса пырать.

Олег Николаев республика правительствине мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă.

Аса илтеретпĕр, республикăри халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ ялсенче пурăнать, вĕсенчен ытларахăшĕ - хĕрарăмсем.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика