Тимлĕхре - ачасен хăрушсăрлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2026, 11:12 Просмотров: 119

Ача-пăча ашкăннине пула пушарсем алхасни, шел те, сайра мар. Çитменнине, кунашкал тĕслĕхсем пысăк хуйхă та кÿме пултараççĕ. Мĕншĕн тухаççĕ-ха çакăн евĕр инкексем/ Пушарсен тишкерĕвĕ кăтартнă тăрăх, сăлтавĕ нумай чухне - ачасем çулăмпа асăрхануллă пулма пĕлменни тата аслисем енчен тивĕçлĕ тĕрĕслев çукки.

Çуллахи вăхăтра ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйту çивĕч. Халĕ вĕсем вĕренÿрен ирĕклĕ, пушă вăхăт нумай. Кил-çуртра пĕччен юлаççĕ е урамра ушкăнсемпе çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри каникула ялта аслашшĕ-асламăшĕсем патĕнче хăнара ирттерет. Тĕрĕслев çителĕклĕ пулманран ашкăнас шухăш та илĕртме пултарать. Çавăнпа пĕчĕк шăпăрлансене те, аслăраххисене те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтермелле. Вĕсем вут-çулăмран сыхланма хăнăхчăр кăна мар, инкеклĕ лару-тăрусенче хăйсене тĕрĕс тытма, пулăшу чĕнме те пĕлччĕр.

Тĕрĕссипе, ачасене çулăм хăрушлăхне туйма, вăл мĕнле сиен кÿнине ăнланма вĕрентни кирлĕ. Вĕсен килте пĕччен юлсан шăрпăк курупккине е зажигалка алла тытас, хут чĕртсе пăхас, йăлари техникăна хăй тĕллĕн çутас тата ытти хăрушлăхлă шухăш ан пултăр.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика