Пĕрлехи вăйпа - пысăк ĕçсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.07.2026, 08:44 Просмотров: 90

Округра ырă улшăнусем малаллах тăсăлаççĕ. «Ниме - халăх бюджечĕ» прог-рамма йĕркипе мĕнпур тăрăхра территорисене хăтлăлатассипе хĕрÿ ĕç пырать. Чылай ялта халăх сĕнĕвĕсемпе çуралнă проектсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ.

Мăньял Хапăс ялĕнче, акă, Овражная урамри çулăн юсавĕ вĕçленнĕ. «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса ĕнтĕ ăна вĕт чул сарса хытарнă. Унччен кĕрсе çÿреме кансĕр пулнă, йĕпе-сапара çăрăлнă çул халĕ ял çыннисемшĕн те, транспортшăн та меллĕрех. Ку ырă улшăну шăпах кунта пурăнакансем хăйсем пуçарупа тухнипе, ăна пурнăçа кĕртме хăйсем тăрăшнипе, çавна май республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ пулăшăвне тивĕçнипе пурнăçланма пултарнă.

Упнер территори пайĕнче пурăнакансем те хастар. Вĕсем те хăйсен шухăшĕ-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. Акă, тăватă ял халăхĕ сăваплă вырăна - масар таврашне - хăтлăлатма йышăннă. Кунта пурнăçран уйрăлнă çывăх çыннисем, тăванĕсем юлашки канăç тупнă вырăн пулнă май, ăна тирпейлĕ тытассине кашнин тивĕçĕ тесе шутлаççĕ вĕсем.

Хăтлăх мероприятийĕсем шучĕпе кунта пысăк ĕçсем туса ирттернĕ - масар çурчĕ, карти-хапхи, çырма урлă икĕ кĕпер, тротуар, çÿп-çап урнисем тата ытти.

«Ниме - халăх бюджечĕ» программа яр уççăн кăтартать - пĕрлехи вăйпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика