Асăрханни - чи шанчăклă хÿтĕлев

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:12 Просмотров: 11

Çыннăн иммунодефицит вирусĕ ?ВИЧ% - хăрушă амак. Вăл йывăр сиенлесе организмăн инфекцирен хÿтĕленес майĕсене пĕтерет. Ку чирĕн уйрăмлăхĕ - вăрах вăхăт симптомсăр иртни.

Çын хăйĕн ку чир пуррине пĕлмесĕр пурăнса ыттисене те ертме пултарать. Çавăнпа та профилактика тата кулленхи тĕрĕслев - хÿтĕлевĕн тĕп инструменчĕсем.

Нумайăшĕ пĕлет, вирус тепĕр çынна юн урлă, хÿтĕлевсĕр ар çыхăнăвне кĕрсен, çавăн пекех çире пур тата ачана çуратнă, кăкăр сĕтне çитернĕ чух ерме пултарать. Çав вăхăтрах йăлари хутшăнусенчен - ыталанипе, чуп тунипе, савăт-сапа урлă, бассейнра, хурт-кăпшанкă çыртсан е сывлăш çулĕпе - куçмасть.

ВИЧ-ран сыхланасси питĕ ансат правилăсене пăхăннинчен йĕркеленет. Ар çыхăнăвĕ урлă чир ан ертĕр тесен, чи шанчăклă хÿтĕлев - презервативпа усă курни. Наркотиксемпе çыхланманни, уйрăмах пĕрлехи шприцсемпе йĕпленменни те вирус юн урлă ерессинчен çăлать. Медицина тата косметологи учрежденийĕсен ?тату-салонсен, маникюр пÿлĕмĕсен, ыттисен% тивĕçтерĕвĕсене илнĕ чухне те пĕр хутчен усă курмалли е тĕплĕ стерилизациленĕ инструментсемпе ĕçленине тĕрĕслеме ан манăр. Инфекцие вăхăтра палăртас тĕллевпе вара ВИЧ тĕрĕслевĕн тестне тумалла. Ăна кирек хăш СПИД-центрĕнче е поликлиникăра хăвăрт, вăрттăн майпа, ирĕклĕнех тухма пулать.

Паллах, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ. Шайлашуллă апатлану, хускану, сиенлĕ йăласенчен хăтăлни, стреса çĕнтерме пĕлни, çителĕклĕ ыйхă иммунитета çирĕплетет тата организма тĕрлĕрен хăрушлăхсене хирĕç тăма пулăшать.

Асра тытăр: ВИЧ-ран асăрханасси кашнин яваплăхĕнчен нумай килет. Харпăр хăйне тĕрĕс тытни, ку чир çинчен пĕлни, мĕнле хÿтĕленмеллине ăнланни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сывă пурнăç йĕрки кашниншĕн кулленхи йăла пултăр!

Виктория ВАСИЛЬЕВА,

медпрофилактика

кабинечĕн

медицина сестри

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика