Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви пĕлтерет: республикăра автоçулăн тепĕр участокĕ çĕнелнĕ - тĕплĕ юсав хыççăн «Шăхасан-Калинино» çулăн 4 километр тăршшĕ пайне хута янă.
Каламалла, ку участок Вăрнар округĕпе иртет. Кунти калăпăшлă ĕçсене «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулăшнипе тата «Хăрушсăр çулсем» парти проекчĕ тĕрев панипе ирттерме пултарнă. Трассăна çĕнетни çул сийĕн параметрĕсене 4-мĕш категорие çитерме - ун хăтлăхĕпе хăрушсăрлăх шайне ÿстерме - май панă.
Юсавшăн яваплă «Воддорстрой» организаци 320 млн ытла тенкĕлĕх контрактпа килĕшÿллĕн палăртнă мĕнпур ĕçе пурнăçланă: икĕ хутлă çул-йĕр сийне хунинчен пуçласа таврари хăтлăх хатĕрĕсене вырнаçтарни таранах. Çула йĕркене кĕртнĕ май уйрăмах ун хăрушсăрлăхне пур енлĕ тивĕçтерессине тимлĕхе илнĕ. Çĕнĕ асфальт сийне сарнипе пĕрлех разметкăсене те палăртнă, çул-йĕр паллисене те, çутă системине те мĕнпур нормативсенче ыйтнă пек вырнаçтарнă. Çавăн пекех çуран каçмалли, утмалли вырăнсене, чарăну павильонĕсене те ял çыннисемшĕн обществăлла транспортпа усă курма меллĕ пултăр тесе йĕркеленĕ.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
