2027 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталне инфляци шайне шута илсе 6,8 : хăпартма палăртаççĕ. Пĕрремĕш ачашăн илмен пулсан ун виçи программа вăя кĕнĕренпе пуçласа 1 млн тенкĕрен иртĕ.
Ÿсĕм хыççăн çемьери пĕр-ремĕш пепкешĕн 778,448 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 1028743 тенкĕ тÿлĕç. Кăçалхипе танлаштарсан 65,5 пин тата 49,6 пин тенкĕ ытларах. Каласа хăвармалла, тепĕр çулне ытти социллă тÿлевсене те индексацилĕç.
«Амăшĕн капиталĕ» программа 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ, «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. 2020 çулхи январьтен унпа пĕрремĕш ача çуратакан çемьесем те усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра амăшĕн капиталне заявлени тăратмасăрах параççĕ.
Аса илтеретпĕр: укçа-тенкĕпе усă курса çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме, хевтесĕр ачасем валли таварсемпе тивĕçтерÿсем туянма, ашшĕ-амăшĕн пенсине йĕркелеме май пур. Çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан, ача виçĕ çул тултариччен амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен тÿлев илме право пур.
Ĕç министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх пулăшăвĕпе ытларах çурт-йĕр туянма е хăпартма усă кураççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - ачасене вĕрентесси. Программа ĕçлеме пуçланăранпа пулăшăва Раççейри 15 млн çемье тивĕçнĕ. 2027 çулта тата тепĕр 1,9 млн çемье илмелле.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
