«Ниме - халăх бюджечĕ» программа майĕпе кăçал ирттерме палăртнă ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. 2026 çулта Чăваш енре 1841 проект пурнăçа кĕрет, вĕсенчен ытларах пайĕ хатĕр те ĕнтĕ. Хуласенче çĕнетÿ-юсав объекчĕсенчен 84 ытла процентне хута янă пулсан, яллă вырăнсенче - 90 процентне. Ку программа пулăшнипе çĕнĕ ача-пăча площадкисем уçăлнă, çуртсен картишĕсемпе обществăлла хутлăхсем хăтлăланнă, çулсене хытă сийпе витнĕ, урамсенчи çутă системисене улăштарнă тата ытти те.
Пирĕн округра та мĕнпур тăрăхăн сăн-сăпатне татах та илемлетме, обществăлла инфраструктурине пуянлатма май пачĕ пуçарусен программи. Пурнăçланă ĕçсем те тĕрлĕрен тĕрлĕ: пĕвесене тасатассинчен, культура çурчĕсене юсассинчен пуçласа Астăвăм палăкĕсемпе вĕсен территорийĕсене çĕнетесси таранах. Палăртмалла, халăх пуçарнă ĕçсен чи пысăк пайĕ вара ялсенчи çулсене вĕт чул сарса е асфальт хурса якатассипе çыхăннă.
Округра «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна чи хастар хутшăнакансенчен шутĕнче - Малти Ишек территори пайĕ. Çак уйăхра кунта тепĕр икĕ объекта торжествăлла лару-тăрура уçнă. Çăлкас Кăкшăм салинче, акă, часавай çумĕнче колокольня çĕкленсе ларчĕ. Халĕ сăваплă вырăн чан сассипе тулать, сиплĕ янăравĕпе чуна лăплантарать. Ял çыннисемшĕн ĕмĕртен хисеплĕ тепĕр территорие те - авалхи çăлкуçа - йĕркене кĕртрĕç. Кунта халĕ салан сăнне илем кÿрекен чи хÿхĕм вырăн. Вăл хăнасене те яла кĕрсенех капăрлăхĕпе, хăтлăхĕпе тĕлĕнтерет.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2026 |
