Кушаксем тепĕр чухне хуçин хырăмĕ çине хăпарса выртаççĕ. Тепĕр чухне пăхатăн та - хÿри хуçин пуçĕ енче. Мĕне пĕлтерет-ши çакă/
Кушак кун пек выртнинче нимĕн япăххи те çук. Хÿрипе хуçи еннелле çаврăнни шаннине пĕлтерет. Мăр-мăрăн хÿри айĕнче ятарлă парсем пур, вĕсем чĕрчун çинчен пĕлтерекен шăршă кăлараççĕ. Чĕрчун хÿрипе сирĕн еннелле çаврăнса сире çав шăрша «кăтартать». Кушак тĕнчинче çакă - питĕ ăшă паллă.
Ноябрь 2026 |
