Ăна 2029 çулта уявлăпăр. Çавăнччен тĕп хуламăр тата илемленмелле, хăтлăланмалла.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, тĕп урамсенчи çуртсене, парксене çĕнетĕç. Саксем, хунарсем, урнăсем йăлтах пĕр стильпе пулĕç. Вĕсене вырăнти предприятисем хатĕрлĕç. Çавăн пекех 70 ытла палăка çĕнетме палăртнă.
Юбилей тĕлне «Атăл çинчи телей» галерея, Пионерсен çуртĕнче çамрăксен лабораторийĕ уçăлмалла.
Юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланнă. Вĕсене пурнăçлама 50 млн тенкĕ уйăрнă.
Ноябрь 2026 |
