Правительство çуртĕнче республикăра хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пынине сÿтсе явнă. Паянхи куна нумай хваттерлĕ 4096 çуртра тата 2245 социаллă учрежденире ăшă панă.
«Пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр, 1 пин ытла котельнăя, хурансене, вун-вун километр ăшă пăрăхĕсене юсанă. 230 авари бригади йĕркеленĕ, 344 ятарлă техника хатĕрленĕ. Хĕле кĕтсе илме хатĕр», – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Сăмах май, çурт-йĕр службин сайтĕнче «хĕрÿ лини» ĕçлет. Унта нумай хваттерлĕ çуртсене ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе шăнкăравлама май пур.
Ноябрь 2026 |
