Вăрнартан Етĕрнене çити

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:18 Просмотров: 15

Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви регионта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе пурнăçлакан системăлла ĕç-хĕле малалла тăсать. Граждансенчен килекен кашни ыйту тимлĕхре.

Чÿк уйăхĕнче черетлĕ ыйтăва татса пама май килнĕ. Вăл Вăрнар, Элĕк тата Етĕрне округĕсенче пурăнакансене пырса тивет. Министерство 178-мĕш маршрут сетьне оптимизацилеме, ăна Етĕрне хули таран тăсма йышăннă. Малтан çак маршрутпа транспорт Вăрнар поселокĕнчен Элĕк салине çÿренĕ. Çĕнĕ схемăпа район больницисене, верентÿ учрежденийĕсене, администраци центрĕсене тата ытти организацисене çитме меллĕрех тата хăвăртрах пулĕ. Пĕр автобусран анса теприне кĕтсе вăхăта ирттермелле мар.

Хальхи вăхăтра Çул-йĕр министерстви пассажирсене турттаракана палăртассипе çыхăннă конкурс процедурисене ирттерет. Маршрут валли пĕчĕк класлă икĕ автобус уйăрма пăхса тухнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика