Влаçпа куçа-куçăн тăтăшах тĕл пулакансем информкун усăллине палăртаççĕ. Ара, кунта Чăваш енри, Вăрнар округĕнчи çĕнĕ хыпарсем, курăмлă улшăнусем пирки пĕлме, шухăшлаттаракан ыйтусене уççăн калама, муниципалитет валли пĕрле йышăнусем тупма пулать. Кунсăр пуçне тата тепĕр ырă япала - йăлана кĕнĕ йĕркепе граждансене харпăр хăйĕн ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йĕркелеççĕ.
Черетлĕ информкун Вăрнар округĕн администрацийĕнче иртрĕ. Зал лăк тулли халăх пухăнчĕ. Округри хастарсен ушкăнĕпе йĕркеленĕ тĕлпулăва Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Олег Марков, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виктор Горбунов, округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Шашкарова хутшăнчĕç.
Тĕлпулура республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне тĕплĕн тишкерчĕç. Регион, Вăрнар ен аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене сÿтсе яврĕç.
Социаллă политика тĕлĕшпе виçĕ задача палăртрĕç. Нумай ачаллă çемьесене пулăшассине, «Хастар та вăрăм пурнăç» программăна малалла ĕçе кĕртессине, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çуралнă тăрăхра ĕçлесе пурăнма илĕртессине тата çĕршывăн ытти субъектĕнчен çамрăк специалистсене республикăна явăçтарассине тимлĕхре тытĕç.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2026 |
