Çанталăк сивĕтсе пынă май тухтăрсем импĕр янă чей ĕçме сĕнеççĕ. Вăл иммунитета çирĕплетет, ывăннине ирттерет.
Импĕрте А, С, Е, В ушкăнри витаминсем, çавăн пекех магни, кали, цинк тата тимĕр пур. Тĕп компонент - гингерол, вăйлă антиоксидант. Вăл ыратнине ирттерет, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, вируса çĕнтерме пулăшать.
Импĕр çавăн пекех юн çаврăнăшне лайăхлатать, юнри сахăр виçине шайлаштарать. Ăна тĕрлĕ шĕвеке, апата тата десерта хушма юрать.
Ноябрь 2026 |
