Яланах тимлĕх пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:12 Просмотров: 10

Кĕркуннерен хĕллене куçнă вăхăт. Çанталăк питĕ улшăнуллă: пĕрре шăнтать, тепре ăшăтса яма

та пултарать. Пĕве-юханшывсен çийĕ те хальлĕхе пăрланман-ха. Анчах аса илтеретпĕр: ку тапхăрта та шыв-шур çинче çăмăлттайланни, тимлĕхе çухатни хăрушă. Çавăнпа та МЧС сотрудникĕсем пурне те, çав шутра - пулла çÿреме юратакансене те, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни инкексен сăлтавĕ пулма пултарнине асăрхаттараççĕ.

Асрах тытмалла: пăр тытăнма пуçласан та, малтанах вăл пачах та çирĕп мар. Тĕпрен илсен, шыв-шурсем пĕр пек хытмаççĕ: малтан çыран хĕрринче, ăшăх вырăнсенче, кукрисенче, кайран тин - варринче. Кÿлĕсемпе пĕвесем юханшывсенчен хăвăртрах çутă сийпе витĕнеççĕ. Кунсăр пуçне пĕр пĕверех е кÿлĕрех пăр улшăнуллине курма пулать: хулăнăшĕ пĕрешкел пулсан та çирĕплĕхĕ расна. Пулăçсен пĕчĕк лаптăкра нумай шăтăк пăралама, пысăк ушкăнпа пухăнма юрамасть.

Нихçан та манмалла мар: кĕрхи пăр çÿхе, çын йывăрăшне чăтаймасть. Туратсем, хăма татăкĕсем тата ытти япаласем шăннă вырăнсенче пушшех начар. Юр çуса хупласан вĕсем çав тери ултавлă. Хăрушсăр пăр - симĕсрех тĕслĕ, 7 сантиметртан çÿхе мар. Ун çирĕплĕхне урапа пусса е тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пăр çинче çынсем утнă çулпа пырсан шанчăклăрах. Çул çук-тăк, пĕрле вăрăм патак илмелле, шиклĕ вырăнсенчен пăрăнса иртмелле.

Шатăртатни илтĕнсен, шыв тăни курăнсан хăвăртрах çыран хĕрне тухмалла, урасене сарса утмалла е шуса пымалла. Пăр урлă темиçен каçнă чух пĕр-пĕринчен 5-6 метр аякра утмалла, малтине пулăшма хатĕр пулмалла.

Инкек тухас-тăк, хăрушă самантра çăлăнмалли мелсене пĕлни кирлĕ. Сивĕ шыва кĕрсе ÿкнĕ çыннăн йывăр япаласене хăйĕн çинчен хывса пăрахса çирĕпрех пăр çине тухма тăрăшмалла. Кун пек чухне лăпкăлăх пĕлтерĕшлĕ. Пулăшма васкакансен те алă-урасене аяккалла сарса выртса çывхармалла, патак е хăма татăкĕ, вĕрен тăсса памалла. Ал айĕнче ун пек япаласем çук-тăк, ременьпе, шарфпа, курткăпа усă курни вырăнлă.

Инкеке лекнĕ çынна ăшă кирлĕ: ун çинчен йĕпе тумтире хывăр, кĕлеткине хĕреличченех сăтăрăр, вĕри чей ĕçтерĕр. Алкогольлĕ шĕвексем пама вара вуçех юрамасть. Яланах асăрхануллă пулăр. Япăх çанталăкра - юр вĕçтернĕ, çумăр çунă, тĕтре карса илнĕ чух - тата каçхине пăр çине тухмалла мар.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика