Хăрушă чиртен сыхлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:19 Просмотров: 17

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра урнă чиртен 350 пин чĕрчуна прививка тунă.

Вакцинациленисен шутĕнче 239 пин ял хуçалăх выльăхĕ, 110 пин кушакпа йытă тата зоопарксенчи, цирксенчи тата харпăр хăй хуçалăхĕнчи 84 тискер чĕрчун, пĕлтереççĕ Патшалăх ветеринари службинчен. Ку регионти эпизооти лару-тăрăвне çирĕп тĕрĕслевре тытма тата ерекен чир сарăлассинчен хÿтĕленме май парать.

Вакцинацие «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци тата «Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлесси» парти проекчĕсемпе ирттереççĕ. Кашни çулах прививка туни килти, тискер чĕрчунсене, ял хуçалăхри выльăхсене тата çынсене хăрушă вирусран шанчăклă упранине палăртаççĕ ветеринарсем.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика