Пуласлăх профессийĕн ăстисен тупăшăвĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.05.2019, 13:28 Просмотров: 274

Иртнĕ эрнекун каçхине Хусанта «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионачĕн çĕнтерÿçисене палăртнă.

Вăл çиччĕмĕш хут иртнĕ. WorldSkills юхăмĕпе унта шкул ачисемпе студентсем рабочи профессийĕсен вуншар направленийĕпе тупăшнă. Чăваш Республикин хĕрĕсемпе каччисем хăйсен ăсталăхне вунтăватă компетенцире кăтартнă. Пĕтĕмпе конкурс 82 регионти 1500 çынна пĕрлештернĕ.

Кашни площадка – мини-производство. Кам робота ĕçлеттерет, кам дизайн-проект хатĕрлет, кам çĕлет, касать, ÿкерет, якатать, шăратать... Сенкер экран хыпарĕсем ăмăрту саманчĕсемпе паллаштарсах тăчĕç. «Çамрăк профессионалсем» рабочи специальноçĕсем чăнах та малашлăх профессийĕсен шутĕнче пулнине çирĕплетеççĕ.

Палăртма кăмăллă, çĕршывăн чи лайăх ĕç резервĕсен йышне пирĕн ентеш – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Максим Данилов та кĕнĕ. Вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕн чысне хÿтĕленĕ, «ЧПУ станокĕсен фрезеровщикĕ» направленийĕпе тупăшнă.

– Çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймерĕм пулин те, çак конкурс малалла туртăнма хăват хушать. Вĕренмелли пайтах пулнине те, рабочи профессийĕнче пысăк çитĕнÿсем тума май пуррине те кăтартса пачĕ вăл. Практикăра туптанă ăсталăх чемпионат вăхăтĕнче питĕ кирлĕ пулчĕ, – терĕ Çĕн Кипек каччи.

Ăна конкурссене хутшăнма хавхалантараканĕ, пулăшса-вĕрентсе пыраканĕ – Александр Валерьевич Павлов преподаватель.

Максим Данилов вĕренĕве ĕçпе черетлесе пырать. Чăваш Республикин машиностроени облаçĕнчи инноваци хатĕрленĕвĕсен прототипировани центрĕнче практикăра пулнă май, каччăн профессири ăсталăхне асăрханă, ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Хусанта пилĕк куна пынă чемпионатра республика команди 16-мĕш вырăн йышăннă. Ун шутĕнче – 4 медаль.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика