Çак ыйту ахальтен çуралмарĕ – вăрнарсем тулашри сăлтавсенчен пурнăçран уйрăлассипе республикăра чи малта пыраççĕ.
Ку сăлтавсемпе кăçалхи çур çулта леш тĕнчене 57 çын ăсаннă. Вăл шутран 14-шĕн сывлăш пÿлĕннипе, (вăл шутра – 10-шĕ çакăнса), 13-шĕн – тип пыра ларнине пула, 7-шĕн шăнса, 7-шĕн тĕрлĕ сурансене пула, 7-шĕн алкогольпе наркăмăшланса пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Танлаштарса пăхас пулсан, «сывăрах» районсем шутне пăрачкавсене (5), çĕмĕрлесене (13), улатăрсене (16), тăвайсемпе елчĕксене (17) кĕртмелле.
Паллах, инкексен пысăк пайĕ эрех-сăра ĕçнипе çыхăннă. Вăрнарсем ку енĕпе те ытти нумай районтан чылай «ирттереççĕ». Криминаллă ĕçсен пысăк пайне шăпах эрех ĕçсе супнă хыççăн тунă.
Статистика çакна кăтартать: юлашки пилĕк çулта Вăрнар районĕн халăхĕ алкоголизмпа чирлесси (100 пин çын пуçне) республикăри кăтартуран та пысăкрах. 2012 çулта Вăрнар районĕпе 2037,4 çын, республикипе – 1701,5? 2013 çулта: 1925,3 – 1703,5? 2014 çулта: 1894,8 – 1710,5? 2015 çулта: 1701,3 – 1694,6. Пĕлтĕр цифрăсем танлашнă: 1470,3. Пĕлтĕр алкоголизмпа чирленисене пуçласа 60,5 çын (100 пин çын пуçне) палăртнă. Алкоголь психозĕпе чирлисем районĕпе – 6.
Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта халăх йышĕ 32 пин те 283 çынпа танлашнă. Вăл шутран ачасем – 6813 (21,1 процент), аслисем – 25470 (78,9 процент). Ĕç ÿсĕмĕнчи граждансем –17897 çын. Арлăхпа илес пулсан, районта 16201 арçын, 16082 хĕрарăм пурăнать.
Халăх шучĕн статистики çакна калать: 2012 çулта Вăрнар тăрăхĕнче 34764 çын пурăннă, 2013-мĕшĕнче – 34161, 2014-мĕшĕнче – 33606, 2015-мĕшĕнче – 33155. Республикипе илсен халăх шучĕ хăй халлĕн ÿсесси Ç0,2-пе танлашнă, Вăрнар районĕпе вара: – 7-пе.
Тулашри сăлтавсемсĕр пуçне çын вилессин тĕп сăлтавĕсем шутне çавăн пекех юн çаврăнăшĕн органĕсен, вар-хырăм органĕсен, ватлăхри халсăрлăха, сывлав тата нерв органĕсен чирĕсене, шыçăсене кĕртмелле.
Нумай чире диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа палăртнă. Иртнĕ çул ку меслетпе аслă ÿсĕмри 5452 çын, 6589 ача сывлăха тĕрĕслеттернĕ. Вăл шутран 1-мĕш сывлăх ушкăнне (чи сыввине) аслисенчен 1313 çын, 599 ача кăна кĕнĕ.
– Чи шухăшлаттараканни, чи хăрушши – ĕçлекен ÿсĕмри граждансем тулашри сăлтавсенчен пурнăçран уйрăлни. Миçе çемьешĕн – пысăк хуйхă. Ку енĕпе вырăнти влаç представителĕсен, профилактика субъекчĕсен хытă тимлемелле. Япăххипе мар, ыррипе кăна малта пырасчĕ, – терĕ пĕр ĕçлĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |