Малтикас Ялтăра ялĕнче ача-пăча площадкине уçасси пирки çынсене пĕлтерÿсем çакса йыхравларĕç.
Нумаях пулмасть Парк урамне çынсем самаях пуçтарăнчĕç, пĕчĕк шăпăрлансем Кăмпал ялĕнчен те чылай килчĕç. Эпир, ватă çынсем, ял ача-пăча сассипе тулнишĕн савăнтăмăр. Культура ĕçченĕсем юрăсем шăрантарчĕç.
Çак площадкăна тума Малтикас Ялтăра хастарĕ Сергей Никитин нумай тăрăшрĕ. Вăл ял халăхĕшĕн чăн-чăн пулăшуçă. Вырăнти ял поселенийĕн пуçлăхĕ Олег Петров тăрăшакансене тав турĕ. Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте çĕнĕ вырăна çветтить турĕ, ачасене тĕрĕс-тĕкел, сывлăхлă пулма сунчĕ, вĕсемшĕн кĕлĕ вуларĕ.
Шел те, пирĕн яла районтан представитель çитеймерĕ. Юпшик Ялтăрара ачасен площадкине уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Горбунов килнĕччĕ. Малтикас Ялтăрари халăх та питĕ кĕтрĕ сумлă хăнасене.
Хĕрлĕ лентăна касма виçĕ пĕчĕк ачана тăратрĕç, варринче виçĕ çулхи Мария пулчĕ, вĕсене Сергей Никитин пулăшрĕ.
Шăпăрлансем площадкăна савăнăçлăн, шавлăн кĕрсе кайрĕç. Пысăкраххисем валли футбол площадки те пур, ватă çынсем те тренажерсем çинче сывлăхĕсене хусканусем туса çирĕплетме пултараççĕ.
Тавтапуç Олег Алексеевич Николева ял çыннисен пурнăçне хăтлăлатассишĕн, çамрăксем яла юлса кантăк çутисем ан сÿнччĕр, ялсене пĕтме парас мар тесе тăрăшнишĕн. Ача сасси илтĕнсен ял пĕтмест. Çынсем пурте кăмăллă пулчĕç ача-пăча площадкине туса панăшăн.
Нина ПАРАМОНОВА.
Ноябрь 2024 |