Тренировка йĕркипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.10.2020, 11:40 Просмотров: 239

Унчченхи эрнере пĕтĕм Раççейĕпех граж-данла оборона енĕпе тренировка иртнĕ.

Унта тĕрлĕ шайри влаç органĕсем, муниципалитетсем, яваплă организацисемпе службăсем хутшăннă. Тĕп тĕллевĕ – вĕсем хăрушла чрезвычайлă лару-тăрусенче инкеклĕ пулăмсене сирме хатĕррине тĕрĕслесси.

Районти гражданла оборона ертÿлĕхĕ те, ирхине ирех, тренировка йĕркипе условнăй сигнал килсенех, пухăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тихонов канашлу ирттернĕ. Ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев лару-тăрупа, пурнăçламалли мероприятисемпе паллаштарнă.

Палăртмалла, ума лартнă задачăсене районти яваплă службăсем пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçа кĕртнĕ. Тĕрĕслев аван хатĕрлĕхе кăтартнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика