Çунтарма юрĕ-и? Çĕнĕлĕхсене тимлĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.01.2023, 08:42 Просмотров: 288

Çутçанталăкра канма кăмăллакансене 2023 çулта ырă улшăнусем кĕтеççĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем дача хуçисемпе ял çыннисене савăнтараççех.

РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерстви мангалсене, шашлăк пĕçермелли хатĕрсене, типнĕ çулçă çунтармалли савăтсене вырнаçтармалли çирĕп нормативсене пăрахăçланă. Хальчченхи йĕркепе килĕшÿллĕн ултă сотăй лаптăкра шашлăк пĕçерме тата çулçă çунтарма юраман.

РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин надзор тата профилактика ĕç-хĕлĕн департаменчĕн директорĕ Ринат Еникеев ăнлантарнă тăрăх, Раççей Правительстви пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çынсен шухăшне тĕпе хурса улшăнусем кĕртме йышăннă. Çĕнĕлĕхри тĕп самантсенчен пĕри - хушма хуçалăхри лаптăкра çÿп-çап çунтарма ирĕк пани. Малашне дача хуçисем явап тыттарассинчен шикленмесĕрех ултă сотăй çинче пĕлтĕрхи çулçа, хăрăк туратсене чĕртсе яма пултараççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем çуртпа çулăм хушшинчи метрсемпе çыхăннă. Хальлĕхе вăйра тăракан нормăсемпе килĕшÿллĕн кăвайтпа пÿрт е урăх хуралтă хушшинче 50- метртан сахал мар пулмалла. Дача лаптăкĕ вăтамран унталла - 20, кунталла 30 метр пулнине шута илсен - мангал пирки манма тивет. Лартрăр-тăк... Шашлăк ăшалама пикентĕр-тĕк... Тутлă шăршă саракан дачăна МЧС инспекторĕ пырса кĕнинчен ан тĕлĕнĕр. Вăл пысăк штраф çырса пани те саккунпа килĕшсе тăрать. Унччен çапларахчĕ. Халĕ вара/

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен нормăсем мангал лартмалли метрсене кĕскетеççĕ: 50 метр вырăнне 5 метр хăвараççĕ. Ку виçе кирек мĕншĕн те - мангал-и, шашлăк е барбекю хатĕрĕ-и, кăмака-и - вырăнлă. Оборудовани виçи, калăпăшĕ, тĕсĕ тĕлĕшпе те чару çук.

Çĕнĕ йĕркепе уçă вырăнта çÿп-çапа, пĕлтĕрхи типнĕ çулçа, хăрăк туратсене çунтарма кăвайт чĕртнĕ чухне пурăнмалли çурт-йĕртен 15 метр аяккарах каймалла. Çак тĕллевпе тимĕр пичкепе е вут тивмен ытти савăтпа усă курнă чухне вара кăвайта 7,5 метрта та чĕртме юрать. Хальлĕхе вăйра тăракан нормăпа килĕшÿллĕн çак виçе - 50 метр.

Çав вăхăтрах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем пирки те манмалла мар. Çилсĕр çанталăкра кăна çунтарма тăрăшмалла. Çулăма сыхлама ачасене шанмалла мар. Çак самантсене шута илмесĕр пушар тухрĕ-тĕк, нормативсене пăхăннă пулсан та, вут чĕртекен айăплавран пăрăнса юлаймасть.

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «садри е пахчари çĕр лаптăкĕ» ăнлав вăя кĕрет. Çакă дача хуçисене çурт умĕнче апат хатĕрлеме ирĕк панине пĕлтерет. Çав вăхăтрах вĕсен те пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен манмалла мар. Ĕлĕкхи нормăра палăртнă штраф виçисем çĕннинче те упранса юлнă: çĕр лаптăкĕсен, дачăсен, уйрăм çуртсен хуçисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманшăн 2-4 пин тенкĕ штраф хураççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика