Пĕвере путнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 15:25 Просмотров: 12

Пирĕн округра шыв-шур çинче синкер тухнине пĕлтерет республикăри МЧС служби. Иртнĕ кĕçнерникун Хурăнсур Çармăс ялĕнче 60-ти арçын путса вилнĕ иккен. Ун кĕлеткине вырăнти пĕверен туртса кăларнă.

Инкек мĕнле пулса иртнине тĕрĕслев палăртĕ. Ку вырăна йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем тĕплĕн тĕпченĕ. Республикăри Следстви управленийĕн малтанхи информацийĕ тăрăх, инкек криминал паллиллĕ пулни курăнман. Суд-медицина экспертизине палăртнă.

МЧС служби аса илтерет: пĕве-кÿлĕ, юханшыв хĕрринче кирек хăçан та тимлĕ пулмалла.

Шыв-шур çине пĕччен тухмалла мар. Уйрăмах - палламан-пĕлмен вырăнсене.

Çутçанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Ачасене хăйсем тĕллĕн шыв-шур хĕррине çÿреме ирĕк памалла мар. Аслисемпе пĕрле пулсан та, вĕсене пĕрмаях асăрхавра тытмалла.

Енчен те пушар е шыв çинче инкек тухнине асăрхасан 101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пулăшу чĕнмелле.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика