Саккунлăх çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.01.2023, 08:42 Просмотров: 264

Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе 12 çул çитрĕ. Ку дата тĕлне Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи Владислав Дмитриевич КОННОВ вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Мĕнле аталанса пынă следстви тытăмĕ ку тапхăрта, мĕнле ĕçсемпе тимлеме лекнĕ пай сотрудникĕсен пĕлтĕр, хăшĕсем уйрăм тимлĕхре - çак темăсем тавра пычĕ калаçу журналистсемпе. Вĕсен ыйтăвĕсене те пуçлăх туллин хуравларĕ.

- Владислав Дмитриевич, мĕнле тĕп тивĕçсене пурнăçласа пырать Следстви комитечĕ? Тата хăвăр пурнăçа ку тытăмпа çыхăнтарни ăнсăртран мар пулĕ/

- Раççей Следстви комитечĕ - хăй тĕллĕн патшалăх органĕ. Ун полномочийĕсем шутне çынсене хирĕçле тунă, вĕсен конституциллĕ прависемпе ирĕклĕхне пăснипе çыхăннă тата арлăх тĕлĕшĕнчи, экономика сферинчи, коррупциллĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисемпе пуçарнă уголовлă ĕçсемпе малтанхи следстви ирттересси кĕрет. Ку преступленисен тишкерĕвĕ обществăра саккунлăхпа тĕрĕслĕхе çирĕплетес тĕллевпе питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Эпĕ вара следстви тытăмне ăнсăртран лекмен. Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультетĕнче професси пĕлĕвĕ илтĕм. Ĕç-хĕле студент çулĕсенчех, 2003 çулта, прокуратура органĕсенче пуçланă. 7 çул ытла Шупашкар хулин Ленин районĕнчи следстви пайĕн ертÿçин заместителĕнче вăй хунă. Хальхи должноçре, Канашри следстви пайĕн пуçлăхĕнче - пĕлтĕрхи август уйăхĕнчен.

- Хăвăр ертсе пыракан коллективăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне епле пĕтĕмлетме пултаратăр?

- Следстви пайĕ Канаш хулинче тата Канаш, Вăрнар, Вăрмар, Тăвай районĕсенче пулнă йывăр преступленисене тĕпчессипе ĕçлет. Службăра кунта - 10 сотрудник.

Палăртмалла, вĕсен асăрхавĕнче пĕлтĕр виçĕмçулхинчен ытларах ĕç пулчĕ. Пĕтĕмпе преступленисем çинчен 554 ?виçĕмçул - 405% пĕлтерÿ йышăннă, вĕсемпе тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн 127 уголовлă ĕç пуçарнă. Сăмахран, 6-шĕ - çынсене вĕлернĕ тата вĕлерме хăтланнă, 4-шĕ - сывлăха йывăр сиен кÿни вилĕмпе вĕçленнĕ, пĕри - çынна асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ тĕслĕхсемпе. Пĕтĕмпе 78 уголовлă ĕçĕн тишкерĕвне вĕçлесе суда ярса панă.

Тепĕр саманта та уйрăммăн палăртас килет. Йывăр тата уйрăмах йывăр киревсĕр ĕçсенчен чылайăшне çынсем ÿсĕрле тăваççĕ, çав шутра - йăлара тухнисене те.

Йышăннă мерăсене кура, асăрхаври территорисенче криминаллă лару-тăрăва йĕрке хуралĕн органĕсен тĕрĕслевĕнче тытма май килет. Ĕç кăтартăвĕсем те çакна çирĕплетеççĕ. Апла пулин те преступленисен сăлтавĕсене сирессипе тĕллевлĕрех вăй хумаллине палăртатпăр, çавăн пекех следстви ĕçĕсен пахалăхне татах та ÿстерес, процессуаллă сроксене çирĕп пăхăнас задачăсем лартатпăр.

- Владислав Дмитриевич, коррупциллĕ преступленисене тупса палăртасси тата асăрхаттарасси те уйрăм тимлĕхре ĕнтĕ...

- Чăнах та, коррупцие хирĕç тăрасси - пирĕн ĕçĕн актуаллă направленийĕ. Ку енпе йĕрке хуралĕн мĕнпур органĕпе тачă çыхăнура тимлетпĕр. Пĕлтĕр, сăмахран, Канашри следстви пайне коррупциллĕ ĕçсем çинчен хыпарлакан 21 пĕлтерÿ килнĕ ?2021 çулта - 9%. Тĕрĕслевсем ирттернĕ май, коррупци тĕслĕхĕсемпе 13 уголовлă ĕç пуçарнă ?пĕлтĕр - 8%. Çапла майпа ку ушкăнри преступленисене уçса панин ÿсĕмне куратпăр. Уголовлă ĕçсенчен 5-шĕ службăри ултавпа, 2-шер - должноç полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курнипе, взятка илнипе, 3-шĕ – вак-тĕвек взяткăлăхпа, пĕри ултавпа çыхăннă.

Граждансем коррупцие сивлекен активлă позици йышăнни те нумай пулăшать. Сайра мар вĕсем хăйсем ку тĕслĕхсем пирки информаци çитереççĕ.

Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕнче «Коррупцие чарар» телефон линийĕ те ?8352%62-46-58 ĕçлет.

- Ĕç саккунĕсене сĕмсĕррĕн пăсакансене явап тыттарасси мĕнле пурнăçланса пырать?

- Ку преступленисене тĕпчесси те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шутне работниксене шалу тÿлеменшĕн пуçарнă уголовлă ĕçсем кĕреççĕ. Ĕçлекенсен прависене хÿтĕлесси кун пек чухне - пирĕн пĕрремĕшле задача.

Калас пулать, саккунпа килĕшÿллĕн уголовлă ĕçе суда çитермесĕрех пăрахăçлама та май пур. Çакна валли организаци-предприяти ертÿлĕхĕн работниксем умĕнчи шалу парăмне малтанхи следстви тапхăрĕнче туллин татмалла.

Акă, тÿрленме паракан ку майпа Вăрмар районĕнчи коммерци организацийĕн ертÿçи усă курчĕ. Хăйĕн ĕçченĕсене кÿнĕ тăкака вăл пĕтĕмпех саплаштарнă пирки уголовлă ĕçĕн тишкерĕвне те чарнă.

- Владислав Дмитриевич, пĕтĕмлетĕр-ха, чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене мала кăларса епле тимлет Канашри следстви пайĕ?

- Пĕр сăмахсăрах, пирĕн кулленхи ĕç-хĕлте тĕп вырăнта чи хÿтлĕхсĕр граждансене - çула çитменнисене, инвалидсене, ветерансене - пулăшу кÿресси, вĕсен прависене уянине тимлĕхре тытасси. Шел те, практика кăтартнă тăрăх, час-часах ачасем хăйсен çывăх çыннисенченех, тăванĕсенчен шар кураççĕ. Кун пек тĕслĕхсенче малтанхи тапхăртах çула çитменнисене специалистсен пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелетпĕр: ачасемпе психикăпа диагностика, реабилитаци тата профилактика мероприятийĕсене ирттереççĕ. Çав вăхăтрах çула çитменнисене сиен кÿрекенсене кăна мар, преступлени сăлтавĕсемпе условийĕсене те палăртатпăр, вĕсене сирме хушусем тăрататпăр, айăплисене дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарма мерăсем йышăнатпăр.

Аса илтеретпĕр: следстви управленийĕнче «Ача - хăрушлăхра» тÿрĕ телефон линийĕ ĕçлет. 8?8352%62-46-57 е 123 номерпе çула çитменнисен прависемпе саккунлă интересĕсене пăсни пирки пĕлтернине талăкĕпех йышăнаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА çырса илнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика