Асамлăхпа тыткăнлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.11.2026, 15:37 Просмотров: 2

Чăваш халăх культури нумай енлĕ. Анчах та тĕп пуянлăхĕ - наци тĕрри Чăвашсем авалтан хитрелĕх

патне туртăнни çакăнтан аван курăнать - вĕсем кил-çуртне тĕрленĕ, йывăçран касса эрешленĕ, хăваран авса тунă, тăмран ăсталанă япаласемпе илем кÿнĕ.

Тĕрлесси уйрăмах вăйлă аталаннă. Тĕрĕпе чăвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчикне те илемлетнĕ. Малтанхи çулсенче кашни килте вырăн хатĕрĕсене, сĕтел çиттисене, алшăллисене тĕрлĕ эрешпе капăрлатнă.

Пĕчĕк чухне асанне, анне тĕрленине сăнаса хам та ку ăсталăха хăнăхнишĕн паян питех те савăнатăп. Халĕ эпир авалхи эрешлĕ япаласене искусство вырăнне хурса хаклатпăр. «Тĕрĕ çынна хуйха-суйха сирме май парать, кĕлĕ пекех», - тетчĕ вара асанне.

Чăнах та, ал ĕçĕн ку тĕсне шăпăрт кĕлĕпе танлаштармалла. Тĕрлени чылай пăлхануллă шухăша сирме май парать. Çитменнине, пусма çине выртакан эрешсен илемлĕхĕ те кăмăла хăпартать. Çакна паян хам та кашни ĕç хыççăн туятăп.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика