Вăл иртнĕ ĕмĕртех палăрнă. Çапла ăнлантарать анчахрах куç тĕлне лекнĕ 2003 çулхи 9-мĕш номерте тухнă «ЗОЖ» журналти «Коронавирус становится агрессивным» статья.
Чире 2003 çулта «атипичная пневмония» тенĕ иккен. Çав ятпа вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче, каярахпа 1964–1975 çулсенче Вьетнам вăрçинчи салтаксем хушшинче, 2002 çулхи чÿк уйăхĕнче Китайра, Гонконгра, Сингапурта, Канадăра тата тепĕр хутчен Вьетнамра тупăннă.
Унччен, 1997–1999 çулсенче, сасартăк аптраса ÿкнĕ çыннăн пысăк температура, типĕ ÿслĕк тата сывлăш пÿлĕнни тĕп вырăнта пулнине кура Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаципе Америкăри ерекен чирсемпе кĕрешекен институт çак чире «SARS», Раççей ученăйĕсем «ТОРС-тяжелое острое респираторное заболевание» ят панă. «ЗОЖ» журнал пĕлтернĕ тăрăх, ку амак 2003 çул тĕлне 28 çĕршывра сарăлса 5930 çынна ураран ÿкернĕ, вĕсенчен 372-шĕ вилнĕ. Раççейре ăна çак çулччен асăрхаман, анчах та Благовещенск хулинче китаецсемпе пĕр общежитире пурăннă çамрăкăнне чир паллисене асăрхасан тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме тивнĕ, çавăн чухне коронавируса пирĕн çĕршывра та палăртнă.
Статья авторĕ, Светлана Пальмова журналист, çаксене Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас ĕç министерствин ÿпке чирĕсемпе кĕрешекен наукăпа тĕпчев институчĕн А.Чучалин академикĕнчен илнĕ интервьюна тĕпе хурса çырать.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци кăтартăвĕсем тăрăх, çак чир 2003 çул тĕлне 28 çĕршывра кăна сарăлнă пулсан, паянхи кун тĕнчере 397 миллион ытла çынна ураран ÿкернĕ, вĕсенчен 5,6 миллион ытла çын вилнĕ.
Статистика Раççейре ĕнерхи кун тĕлне коронавирус талăкра 165643 çынна, çав шутра Чăваш енре 1068 çынна ернине пĕлтерет. Паллах, çакă асăрханулăха тата ытларах çирĕплетме хистет. Анчах та, шел, районти ялсем хушшинче çÿрекен автобуссем е хула çум пуйăсĕ çинче маска тăхăнман пассажирсем нумаййи пăшăрхантарать...
Геннадий ИВАНОВ.
Пăртас.
Ноябрь 2024 |