Пултăранпа кĕрешеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2022, 10:38 Просмотров: 1011

Сосновски пултăранĕ (борщевик) Раççейре анлă сарăлнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн илсе килнĕ, пур çĕрте те акма тытăннă. Хавшанă ял хуçалăх отрасльне ура çине çĕклемелле пулнă. Пултăранран хатĕрленĕ ешĕл масса выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат янтăлама май панă. Анчах та унăн сĕткенĕ сиенлĕ. Çÿллĕшĕ 3 метртан ытла ÿссе кайнипе ытти усăллă культурăна çитĕнме чăрмантарать.  

2012 çулта пултăрана çумкурăксен йышне кĕртнĕ. Правительство пултăрана пĕтерессипе ятарлă программа йышăннă. Ăна пурнăçлама пирĕн республика та хутшăнать. Ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнар районĕнче çак сиенлĕ ÿсен-тăранăн лаптăкĕ 64 гектар йышăнать. Вăрнар хула тата Ярмушка, Аçăмçырми, Пăртас, Упнер ял тăрăхĕсенчи пултăранлă вырăнсене йăлтах «Торнадо» хими препарачĕпе им-çамланă.

– Пĕлтĕр пултăран лаптăкĕсене палăртса ятарлă картта хатĕрлерĕмĕр. Профилактика мероприятине пурнăçлама республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрчĕç, – терĕ Упнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов.

Пултăран лаптăкĕсемпе кĕрешессипе икĕ тапхăр тăрăшĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятире вăрнарсене Красноармейски ветеринари станцийĕнчи ĕçтешĕсем те пулăшаççĕ. Сиенлĕ çумкурăк шыв-шур хĕрринче ÿссен ăна хими препарачĕпе им-çамламаççĕ, çулса тăкаççĕ.

Каласа хăвармалла, пултăранлă лаптăксем Санарпуç, Мăн Явăш, Калинино ял тăрăхĕсенче те пур. Çумкурăкпа кĕрешме пĕтĕмпе района республика бюджетĕнчен пĕр миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика