1941 çул. Июнь... Пĕтĕм халăх Тăван çĕршыв хÿтĕлевне кар тăрать. «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунга кашниех пĕлнĕ. Анчах истори докуменчĕсем асаплă вăхăтăн тÿнтер енĕсене те уçса параççĕ: паттăрла пĕрлĕхпе юнашарах урăхла - хăрушла чăнлăх - та пулнă иккен. Акă, ФСБ-н республикăри Управленийĕ «вăрттăнлăхран» кăларнă тепĕр документ та чи йывăр вăхăтра хăйĕн çĕршывне кăна мар, çума-çумăн кĕрешнĕ тус-юлташĕсене те сутнисем пулнине çирĕплетет.
Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тупа тунă çын тăшман тумтирне тăхăнма мĕнле хăю çитернĕ-ши/ Е тата карательсене партизансен сукмакĕсемпе мĕнле «тĕллесе» яма пултарнă-ши/ Хуравĕсене вара допроссен, свидетельсен кăтартăвĕсен, приговорсен сарăхнă страницисем уçса параççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тискер çулĕсенче гитлеровецсем хăйсем йышăннă территорисенче Атăлçи халăхĕсен хĕçпăшаллă организацийĕсене е наци формированийĕсене туса хунă. СССР-а çапса хуçас, влаçа тытса тăрас тесе ку ушкăнсене кĕме нацистсем тыткăна лекнисене çавăрса яма хăтланнă. Фашистсене салтаксем кăна мар, ăслă-тăнлă кадрсем те питĕ кирлĕ пулнă: тăлмачăсем, учительсем, администраторсем...
Тыткăнрисем хушшинче вара чăнах та тупăннă-мĕн фашистсем енне куçакансем. Тăван çĕре, тăван халăха сутса вĕсем хăйсем валли çăлăнăç шыранă. Çакна яр уççăн кăтартакан тĕслĕх - чăваш салтакĕсен ятне янă Никонор Михатайкинпа Иван Пудаковăн шăписем. Вĕсене Тăван çĕршыва сутнăшăн тата тăшмана пулăшса тăнăшăн 1947 çулта арестленĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Декабрь 2025 |
