Чăваш Республикин патшалăх статистики ял хуçалăх организацийĕсем тăватă уйăхра мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ.
Вăрнар районĕ сĕт туса илессипе тата ĕнесен йышĕпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку анчах мар. Аш-пăш туса илессипе, вырнаçтарассипе тата мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе сыснасен йышĕпе те вăрнарсем тăрăшуллă ĕçленĕ, виççĕмĕш вырăна тухнă.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 11950 тонна сĕт туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 5756 тонна. Ĕç кăтартăвĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 864 тонна ÿснĕ. Ĕнесен тухăçлăхĕ Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче пысăк.
Çак тапхăрта пĕтĕмпе 1739 тонна аш-пăш туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕç-хĕл çапларах: 1326 тонна – иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 12,9 процент ытларах – аш-пăш туса илнĕ. Ĕç калăпăшне пысăклатас, продукци вырнаçтарас енĕпе «Луч», «Хорнзор» кооперативсене, аш-какай комбинатне çитекенни пулман.
Тĕрлĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх – 17505 пуç (çав шутра 7571 ĕне), сыснасем – 17506 пуç. Ял хуçалăх предприятийĕсене уйрăммăн илсен кăтартусем çапларах: мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 8070 пуç, ĕнесем – 3044. Чух-чухсене ĕрчетессипе курăмлă тимленĕ. Вĕсем 16609 пуç. Статистика пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çакă паллă: палăртнă тапхăрта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 803 пуç, ĕнесем – 190, сыснасем 3230 пуç хушăннă.
– Тăватă уйăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе аш-какай комбиначĕ, «Победа», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» ял хуçалăх производство кооперативĕсем ÿсĕмлĕ тимленĕ, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
