2019 çул иртсе кайрĕ. Ĕç-хĕле пĕтĕмлетме вăхăт. Кĕçнерникун район администрацийĕн актовăй залĕнче пуху иртнĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пĕлтĕр мĕнле ĕçленине тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов фермăра тăрăшакансен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май иртнĕ çул мĕнпур тытăмри хуçалăхсем аш-пăш 5858,2 тонна е 2018 çулхинчен 3 процент ытларах туса илнине палăртнă. Кăтартăва Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Луч», «Знамя», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсем ÿстернĕ. Паллах, районта аш-пăш туса илнин тата вырнаçтарнин 87 проценчĕ (3810,3 тонна) – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи, çав шутра сысна ашĕ – 3055,3 тонна (95 процент), мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ашĕ – 749,6 тонна (65 процент). Çапла вара район аграрийĕсем ĕç планне 108 процент тултарнă. Вăрнар районĕ Шупашкарпа Çĕрпÿ районĕсем хыççăн аш-пăш туса илес енĕпе республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Хуçалăх экономикине кал-кал аталанса пыма пулăшакан тепĕр çăлкуç – сĕт производствине ÿстерни. 2019 çулхи кăтартусем çапларах: мĕнпур йышши хуçалăхсенче сĕт 39956,1 тонна е малтанхи çулхинчен 4 процент ытларах туса илнĕ. Палăртмалла, районта сĕт туса илнин 60 проценчĕ (11658,7 тонна) – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи. Çавăн пекех ĕç кăтартăвĕсене «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Броневик», «Победа», «Кольцовка», «Мураты», «Знамя» кооперативсенче ÿстернĕ пулсан «Юнтапа» предприятире чакарнă. Фермерсен хастарлăхне палăртмалла. Вĕсен хуçалăхĕсенче 1377,9 тонна сĕт туса илнĕ. Чи маттуррисем – Виталий Яковлевпа Алексей Фадеев фермерсем.
Сĕт туса илессипе вăрнарсем шупашкарсем хыççăн иккĕмĕш вырăнта, ĕç планне 115 процент пурнăçланă. Вăрнар районĕ мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх хисепĕпе виççĕмĕш, ĕнесен йышĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне аграрисенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 8134 пуç шутланнă (349 пуç ÿснĕ). Ĕç кăтартăвĕ фермер хуçалăхĕсенче те лайăхланнă – мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 783 пуçа çитернĕ (184 пуç ÿснĕ).
Ĕнесем ял хуçалăх предприятийĕсенче – 3129 пуç е 2018 çулхинчен 5 процент (147 пуç) нумайрах. Уйрăммăн илсен, сăвакан ĕнесем аш-какай комбинатĕнче кăна 1731 пуç. Кун пек ферма республикăра урăх çук.
Кил хуçалăхĕсенче лару-тăру урăхларах. Выльăх-чĕрлĕх хисепĕ 189 пуç чакнă. Çак вăхăт тĕлне илсен ял çыннисем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 8771 пуç (çав шутра ĕнесем – 4201) тытаççĕ.
Çавăн пекех хушма хуçалăхсенче сысна ĕрчетессипе те начартарах ĕçленĕ. Ял çыннисем чух-чухсене пĕлтĕр 349 пуç тытнă, юлашки 5 çулта сыснасен йышĕ 1118 пуç пĕчĕкленнĕ.
Сысна ĕрчетес отрасле аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлекенсем – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (15927 пуç) тата «Луч» кооператив (1160 пуç). Вĕсем тăрăшнăран сыснасен хисепĕпе Вăрнар районĕ республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем кашни условнăй выльăх пуçне вăтамран 30,9 центнер апат хатĕрленĕ.
Çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçламасăр выльăх-чĕрлĕх отрасльне сулмаклă утăмсемпе аталантарма май çук. Пĕлтĕрхи кăтартусем мĕн çирĕплетеççĕ-ха?
2019 çулта ултă инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. «Мураты» кооперативра, Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх витисем çĕкленсе ларнă. Аш-какай комбинатĕнче вара комбикорм цехне хута янă. Светлана Лукина, Денис Авакумов фермерсен хуçалăхĕсенче ĕне витисене, «Кольцовкăри» фермăра пăрулаттармалли уйрăма çĕнетсе улăштарнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 237 çын тимлет. Вăтам ĕç укçи – 22 пин тенкĕ.
Ларура чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев та тухса каланă, ветеринарсем выльăх-чĕрлĕх чирĕсем сарăласран мĕнле ĕçсем туса ирттернине, профилактика ĕçĕсене епле йĕркеленине тишкернĕ. Ветспециалистсем шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетнĕ.
Тухса калаçакансем тата пулнă. Ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» обществăн биотехнологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Леонид Решетников, республикăри ветеринари лабораторийĕн Канашри уйрăмĕн ертÿçи Андрей Нестеров, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг ертÿçи Николай Аливанов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансене курăмлă ĕçшĕн тав тунă, тата пысăкрах ÿсĕм-çитĕнÿ суннă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |