Владимир Путин: «Паянхи утăмсем пирĕн малашлăха никĕслеççĕ»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.03.2018, 09:06 Просмотров: 500

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă сăмахĕнче Президент çĕршыври лару-тăрăва хакларĕ, Раççейĕн шалти тата тулашри политикин тĕп çул-йĕрне палăртрĕ.

 Çырупа паллаштарнă май пирвайхи хут инфографика мелĕсемпе усă курнă. Вулакансене тĕп шухăшсене сĕнетпĕр.

Хăйĕн сăмахне пуçланă май Владимир Владимирович нумай йывăрлăха хыçа хăварнине, нумай чăрмава çĕнтернине çирĕплетрĕ, пирĕн паянхи тăнăçлăхпа çырлахма юраманни çинчен каларĕ, татса памалли ыйтусем нумаййине кура – пушшех. Çакă социаллă ыйтусен çивĕчлĕхĕпе те сăлтавланнă. Патшалăх пуçлăхĕ иккĕленмест% «Эпир çак ыйтусене татса паратпăрах – çакăн никĕсне хывнă. Пирĕн экономика хăйĕн çирĕплĕхне кăтартса пачĕ. Çынсен пурнăçĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе малалла пысăк утăмсемпе талпăнмалли никĕс пур».

Умри тĕллевсем Президент кам пулнинчен килмеççĕ, кирек кама суйласан та «пирĕн тĕнчере мĕн пулса иртнине ăнланмалла». Халь технологи улшăнăвĕсен хăвăртлăхĕ питĕ пысăк. Кам çакна тивĕçтереймест – кая юлĕ. Çамрăк, пултаруллă çынсем ăнăçлă çĕршывсене кайĕç. «Эпир пурнăç ыйтнине тивĕçлĕ хурав пама хатĕр. Раççей обществин çирĕплĕхĕ куçкĕрет. Демократи, вырăнти хăйтытăмлăх, суд институчĕсене çирĕплетмелле, пире аталанма чăрмантараканнине сирсе малалла талпăнмалла. Унсăрăн пирĕн пуласлăх çук. Кая юлни – чи пысăк хăрушлăх. Пирĕн хамăрăн пуласлăха хамăрăн палăртмалла», – терĕ Владимир Владимирович.

Тĕп тĕллев шутĕнче вăл çынсен ырлăхне тивĕçтерессине курать. 2000 çулта Раççейре 42 миллион çын чухăнсен шутĕнче пулнă. Çакă çĕршывра пурăнакансен 29% танлашнă. 2012 çул тĕлне çак кăтартăва 10% таран чакарма май килнĕ, анчах экономикăри кризиса пула вăл каллех пысăкланнă.  

Çынсене лайăх ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле, тупăша пысăклатмалла – ултă çулта чухăнлăх шайне сахалтан та икĕ хут чакармалла.

Социаллă пулăшупа вăл чăннипех кирлĕ çынсене тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Демографие лайăхлатма пултарни куçкĕрет. Тĕпрен илсен ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса панă. Халь ясли çулĕсенчи ачасем валли вырăнсем тумалла – амăшĕсем ĕçлеме пултарччăр. Владимир Путин ку енĕпе регионсене пулăшассине татăклăн çирĕплетрĕ.

Çав вăхăтрах аслă ăрăва тĕревлесси çинчен те манма юрамасть – «паянхи ватăсем хăй вăхăтĕнче çĕршыв аталанăвне питĕ пысăк тÿпе хывнă». Президент çĕнĕ Правительствăн ватăсене пулăшмалли комплекслă программа хатĕрлемелли пирки пайăррăн асăрхаттарчĕ.

«Çитес çулсенче медицина валли бюджетăн 5% уйăрассине тивĕçтермелле. Çапла вара медицинăна хывакан укçа виçи çывăх çулсенчех икĕ хут ÿсмелле. Шел те, уйрăм тĕслĕхсенче пĕчĕк ялсенчи медучрежденисене хупаççĕ. «Хулана кайса сипленĕр» теççĕ. Капла пулмалла мар. Сывлăх сыхлавĕнче кăна мар, ытти енĕпе те. 100 çынран кая мар пурăнакан ялсенче ФАПсем пулмалла».

Ял территорийĕсене аталантарас тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк пуласси çинчен те каларĕ. 2017 çулта 3 миллион çын пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă. Халь 5 миллион шайне çĕкленмелле. Ипотека кредичĕсен процент виçисене чакармалла. Раштавра процент виçи 10 пункт шайне аннă. Çакă та, Президент шучĕпе, пысăк, 7–8 % шайĕнче пулмалла. 

Вăл уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налук ыйтăвĕ патне тепĕр хут таврăнма сĕнчĕ. Ăна çурт-йĕрĕн рынок хакне çывăх кадастр хакне кура палăртни – чылай пысăкрах: «Эпир апла калаçса татăлманччĕ, урăхларах механизмсем кирлĕ».

Çĕршывăн шанчăклă хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă тема Çырура тĕп вырăн йышăнчĕ тени вырăнлă. Пирĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсен майĕсем пысăккине Сирири ĕç-пуç лайăх кăтартса пачĕ. Çара çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа тивĕçтересси 3,7 хут ÿснĕ. Çĕнĕ крейсерсем, ракетăсем, ытти – вĕсен ячĕсене паян пĕтĕм тĕнче пĕлет. Раççей тавра шанчăклă радиолокаци хÿтлĕхне йĕркеленĕ. Контрактпа çар тивĕçне пурнăçлакансен йышĕ 2,4 хут пысăкланнă.

Раççейĕн çĕнĕ çар комплексĕсене презентацилени çĕнĕлĕх пулчĕ. Унашкалли паян никамăн та çук. Раççейĕн оборона хăватне Владимир Путин тĕнчери вăй шайлашулăхĕн гаранчĕ тесе хаклать. 

«Эпир хамăрăн çулпа утнă, малашне те утăпăр. Пирĕн хамăрăн пĕрлĕхе малашне те çирĕплетсе пымалла – хăюллă тĕллевсене тĕпе хумалла, тĕнчене, çĕршыва лайăхлатма ăнтăлмалла!» – терĕ вăл Çырăва вĕçленĕ май.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика