Кăтартуллă вăй хурсан уявра савăнма та аван

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.06.2022, 10:42 Просмотров: 822

Химик кунĕ ячĕпе Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ хăйĕн тусĕсене каллех пысăк уява пуçтарчĕ. Ирхине çумăр пĕрĕхсех тăчĕ, апла пулин те халăх «Август» парка йышлăн туртăнчĕ.

Футболистсене – парне

Уяв футбол вăййинчен пуçланчĕ. Çак кун спортăн ку тĕсĕ вăрнарсемпе район хăнисене пĕтĕмпе виçĕ матча пуçтарчĕ. Малтанах поселокри çамрăксемпе ветерансен командисем тупăшрĕç. «Химик-Август» командăпа Ульяновскри «СШ-Волга» хушшинчи тĕлпулу çивĕч иртрĕ.

Сăмах май, уяв умĕн «Август» компани футболистсене чаплă парне турĕ. «Химик» стадионра нумай функциллĕ çурт уçăлчĕ. Ку объекта кĕске вăхăтра çĕклени тата стадиона реконструкцилени ăнсăртран мар – кăçал «Химик-Август» команда профессионаллă лигăра, иккĕмĕш диви-зионра, выляс шанăçа çĕнсе илчĕ.

Çĕнĕ çурт пĕтĕмпех паянхи куна тивĕçтерет. 700 ытла тăваткал метрлă лаптăкра хывăнса тăхăнмалли, медицина, судьясен, антидопинг асăрхавĕн пÿлĕмĕсем, пресс-конференци залĕ тата ыт. те вырнаçнă.

 

Ырă сăмах ылтăнран та хаклă

Уява официаллă уçнă тĕле пĕлĕтсем кăшт сирĕлчĕç. Чыслав вăхăтĕнче хĕвел те пĕр вăхăт çутатса ячĕ. Çакă мероприятие хутшăнакансен чунĕсене хăпартлантарчĕ. Кунран та ытла – пысăк хăнасен ырă та чуна ăшăтакан сăмахĕсем.

– Вăрнар вăй тĕнĕлĕ пулса тăчĕ. Кашни килмессеренех кунта хуçаланакан тĕлĕнмелле хăватпа пуянла-натăп. Манăн куç умĕнче завод та, çак территори те чаплă вырăнсем пулса тăчĕç. Ку вăй парать. Çакă пĕтĕмпех сире – Вăрнарта пурăнакан, çĕнĕ продуктсем кăларакан, Раççейĕн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен çынсене – пула пурнăçланать, – терĕ «Август» АО-н гендиректорĕ Александр Усков.  

«Август» Фирмăн гендиректорĕ Борис Тарасов та малтанхи йывăр вăхăтсем (вăл чи малтан Вăрнарта 28 çул каялла пулнă) хыçа юлнине, завод пуренлĕ, ăнăçуллă аталанса пынине каларĕ.

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ республика экономикине те сумлă тÿпе хывать. Продукцин пысăк пахалăхне пула вăл çивĕч конкуренцире хăйне çирĕп туять. Çак шухăша Чăваш ен промышленность министрĕн заместителĕ Ольга Григорьева палăртрĕ. Хими отраслĕн продукцийĕ регионăн тирпейлекен производствин пĕтĕм калăпăшĕн 15 процентне йышăннине пĕлтерчĕ.

Химиксене çавăн пекех Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников, район ертÿлĕхĕ Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов та саламларĕç.

 

Маттуррисене – наградăсем

Заводра ĕçчен те пуçаруллă çынсем тимлеççĕ. Çакна çулсерен сцена çине награда илме чылаййăн тух-ни те çирĕплетет.

Промышленность аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, нумай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн чи маттуррисем кăçал та уяв сцени çине чылаййăн хăпарчĕç. Полимерлă тарăсен производствин цехĕн технологĕ Марина Агеева тата чукун çул цехĕн механикĕ Сергей Демин «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç.

Общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалиста Людмила Иванована Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе наградăларĕç.

НПЦ ертÿçи Ольга Капитонова, директорăн административлă ĕçĕсемпе тимлекен пулăшуçи Альбина Константинова, ХЗСР производствин цехĕн мастерĕ Дмитрий Федоров Чăваш ен Промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотисене илчĕç.

Район администрацийĕн Тав хутне тивĕçнисем% ертÿçĕ секретарĕ Наталия Блинова тата ХСЗР произ-водствин цехĕн машинисчĕ Наталия Иванова.

Çавăн пекех завод ĕçченĕсене «Август» компанин Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç. 20, 25 çул ытла предприятире тимлекенсене «Заводăн ĕç ветеранĕ» тата «Заводăн хисеплĕ ĕç ветеранĕ» ятсене пачĕç.

 

Ăсталăх пулсан ĕç пулать

«Август» паркра пулнисем çĕнĕ композицисене тÿрех асăрхарĕç, ахăртнех. Химик кунĕ тĕлне кунта тата 22 çĕнĕ арт-объект хушăннă. Вĕсене завод ĕçченĕсем шутласа кăларса ăсталанă.

Ăсталăх пулсан ал айĕнчи япаласенченех темĕн те тума пулать иккен. Акă тăмана валли кĕрепле, кĕреçе, терка, тимĕр губка кайнă. Пĕтĕмĕшле вара – тыткăнлакан объект.

Тигр, тимĕр шапа, кăмпа карçинкки, кайăк йăви, вăлтана лекнĕ пулă... – чăннипех илемлĕ. Пĕрне тепринчен уйăрма çук. Çавăнпа та «Маçтăрсен хули» конкурса хутшăннисене пурне те тĕрлĕ номинацире чысларĕç.

 

Пĕрле юрларĕç

Химик кунĕн программи яланхиллех анлă пулчĕ. Уйрăмах – концерт программи. Çак кун вăрнарсене «Дуняши стайл» (Шупашкар), «Глянец» (Çĕнĕ Шупашкар), хамăрăн «САЛАМ» ушкăнсем саламларĕç. «Химик» спорт клубĕн фитнес-аэробика ушкăнĕсен ташшисем тыткăнларĕç. Вĕсем ертÿçи – Зинаида Ижелеева тренер – юрланă май хитре ташăпа савăнтарчĕç.

Финалта вара пухăннисем Мускаври «Балаган Лимитед» концертне пăхса киленчĕç. Пурте пĕлекен «Че те надо» юрра пĕрле те шăрантарма май пулчĕ.

Уяв вĕçĕнче çутăсен шоувĕ чĕресене хăпартлантарчĕ. Вăрнар çийĕн çĕкленнĕ фейерверкăн илемĕ нумайччен асра юлĕ.

«Август», уявшăн тавах!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика