Шалти ĕçсен Чăваш енри министерствин информацийĕ тăрăх, йĕрке хуралçисем районта ытларикун вуниккĕри арçын ача çул çинче инкеке лекнĕ пирки тĕрĕслев ирттереççĕ. Вăл, çул урлă чупса каçаканскер, пысăк грузсем турттаракан «MAN» машина ураписем айне лекнĕ.
Инкек автомашинăсен куçăмĕ ялан тенĕ пекех пысăк «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» республика çулĕ çинче, Кÿлхĕрринче, 16 сехет те 25 минут тĕлĕнче пулнă. Арçын ача çул урлă ятарлă мар вырăнта каçни паллă, «зебра» çывăхрах пулнă пулин те. Çапла Калинино енчен килнĕ «фура» ун çине кĕрсе кайнă. Аманнă, юн çухатнă ачана васкавлă пулăшу машинипе тÿрех республикăри ача-пăча больницине ăсатнă.
«MAN» водительне ГИБДД ĕçченĕсем тĕрĕслев витĕр кăларнă, вăл урă пулни палăрнă.
Ноябрь 2024 |