Район чăннипех те пултаруллă çынсемпе, сцена ăстисемпе пуяннине уяв концерчĕсенче аван куратăн. Нумайăшĕ эстрада çăлтăрĕсенчен те талантлăрах. Уравăшри пĕртăван аппăшĕсен – Кудровсен «Туслăх» ансамблĕ пирки шăпах çапла каламалла. Ахальтен мар ĕнтĕ куракан чĕрине вĕсем кĕске вăхăтрах хытах тыткăнларĕç.
Ушкăн ертÿçи – Вероника Илларионова хăйĕн çемйинче мĕн ачаран юрă-кĕвĕ янăранине каларĕ. Ашшĕ – Вячеслав Ефимович Кудров – купăспа çав тери ăста каланă. Ташă кĕввисене вăйлă вылянă. Тăванĕсем те, ял-йыш та пĕрле пухăнсан вăл алла купăс тытсан чăтса тăрайман – ура хуçса ташлама пуçланă. Хĕрĕпе купăспа ăмăртмалла вылянă вĕсем: вăл ташлаттарнă, Вероника юрлаттарнă.
1998 çулта Александр Васильев тележурналист, юрăç ертсе пыракан «Выля, хуткупăс» передачăна пирĕн районта ирттернĕ чухне Уравăшри Кудровсен çемйи 1-мĕш вырăн йышăннă.
– Ун чухне ман ачасем шкула та каймастчĕç, – аса илет Вероника Вячеславовна.
– Аттен яланах пĕр пысăк ĕмĕт пулнă – юрра-ташша юратнине пирĕн нихăçан та путлантарас çук. Эпир улттăн пĕртăван, пĕр аппа Тулăра пурăнать, шăллăмсем ялта. Пурне те аттепе аннен таланчĕ хывăннă, çавăнпа та ун ĕмĕтне тултаратпăр, – калаçăва малалла тăсрĕ вăл.
Шел, ашшĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулман, вăл 60 çула çитсен сарăмсăр вилнĕ. Йывăр çухатăва тÿснĕ хыççăн чылай вăхăт Кудровсен килĕнче юрă-кĕвĕ сасси илтĕнмен. Анчах Вячеслав Ефимовичăн сăмахĕсене манман, уншăнах каллех юрлама тытăннă.
Вероника Вячеславовнан, паллах, малтанах купăса алла тытсан ашшĕне аса илсе куççулĕ пăчăртаннă. Хăй вăл мĕн ачаран юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та шăпи урăхларах килсе тухнă. «Анне, Раиса Васильевна Кудрова, хĕрĕм, ĕмĕрĕпех юрласа-ташласа пурăнаймастăн, çемьеленсен пушшех те, тетчĕ. Ун сăмахне итлерĕм – агронома вĕренсе тухрăм. Ку отрасль те килĕшетчĕ, паллах, анчах чун туртăмĕ нихăçан та путланман», – аса илет Вероника Вячеславовна.
Шăпа ăна культура тытăмне çавăрса çитернех. Ачаранах сцена çинче ÿснине кура 1992 çулта ялти клуба чĕнсе илнĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти культура училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Пĕр тапхăр Уравăш шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тимленĕ. Вăтам шкул статусне пĕтерсен каллех культура çуртне куçнă.
Вероника Вячеславовна ертсе пынипех ĕнтĕ ялти хĕрарăмсем, ачасем пултарулăх тĕнчине пуçĕпех ыткăннă. Вырăнти клуб пушарта кĕлленнĕ хыççăн та ентешĕсене концертсемпе савăнтарма пăрахман вĕсем. Халăх умне пĕр программăпах тухма хăнăхман. Кашни уяв тĕлне çĕнĕ юрă-ташă вĕренеççĕ. Унсăрăн халăха клуба илĕртейместĕн. Ял çыннисем те тĕлĕнеççĕ, пĕтĕм номере мĕнле вĕренсе çитеççĕ-ши, теççĕ.
– «Телей» ушкăна çав тери пултаруллă çынсем пухăнчĕç. Килте выльăх-чĕрлĕх те тытаççĕ, мăшăрĕсем, ачи-пăчи пур, пĕри акă чирпе выртакан амăшне пăхать. Анчах репетицисенчен пĕрре те юлмаççĕ. Çакă номерсене пахарах тума пулăшать те ĕнтĕ, – кăмăллăн калаçать клуб ертÿçи. Шкул çуртĕнче клуб уçас тени те ушкăна хавхалантарнă, паллă кунра вĕсем сцена çине çĕнĕ тумсемпе тухнă. «Ялта шкул та, совхоз та çук. Хăть культурăна сыхласа хăварар тетпĕр», – терĕ Вероника Вячеславовна.
Ашшĕ пурăннă пулсан, мăнукĕсемшĕн те тем пекех савăнатчĕ пулĕ. Пĕртăвансен ачисем пурте тенĕ пекех юрра-ташша ăста. Вероника Вячеславовнан ывăлĕсем, акă, музыка инструменчĕсемпе выляççĕ: Стас – гитарăпа, Максим – ударлипе. Институт хыççăн Мускавра ĕçлесе пурăнаканскерсем, тепĕр юлташĕпе ушкăн та йĕркеленĕ.
Çемье ансамбльне илес пулсан, Кудровсен «Туслăхне» те халăх питĕ килĕштерет. Екатерина Вячеславовна Кузнецова акă математика учителĕ. Ăс-тăнĕ енчен çивĕч, калаçма çав тери ăста. Çĕр-çĕр ытла сăвă та пĕлет пулĕ вăл. Çавăнпах ĕнтĕ ялти концертсене яланах ăна ертсе пыма ыйтаççĕ. Номерсем хушшинче пĕр пауза та пулманран çынсем икшер сехет епле иртнине те сиссе юлаймаççĕ.
Тепĕр йăмăкĕн Светлана Вячеславовна Краснован тăватă ача. Хальлĕхе ĕçлемест-ха вăл. Вероника Вячеславовнапа иккĕшĕ ялта çеç мар, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» тата «Санар» ансамбльсене те çÿреме ĕлкĕреççĕ.
– Юрă пурнăçра нумай пулăшать, – тет Вероника Вячеславовна.
Çакна вăл, мăшăрĕн çухатăвне ытла та çамрăкла тÿснĕскер, ахальтен каламасть ĕнтĕ. Хуйхă ытамне лекес мар тесе пĕрмаях шыравра вăл – çĕнĕ программа, сценарисем хатĕрлет, юрăсем шырать. Ачисемпе, тăванĕсемпе хутшăннипе лăпланса пурăнать.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |