Вут-çулăм сиенĕпе çыхăннă инкексене асăрхаттарас, çынсем хăрушсăрлăх правилисене мĕнле пăхăннине тишкерес тĕллевпе пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăтăшах ятарлă рейдсем йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть килĕрен тĕрĕслев Вăрнарта иртнĕ.
Профилактика ушкăнĕн йышĕнче – асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн аслă инспекторĕ Алексей Иванов, Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов тата ВДПО-н Вăрнарти вырăнти уйрăмĕн председателĕ Людмила Калитова.
Вĕсем кил хуçисене пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене аса илтернипе пĕрлех хуçалăхра газ тата электрооборудованипе тĕрĕс усă курма сĕнÿсем панă. Асăрхаттаруллă калаçусем вăхăтĕнче мунчасенчи кăмака юсавлăхĕ, вĕсене хăрушсăр вырнаçтарни тата хутса ăшăтни уйрăм тимлĕхре пулнă. Инкек тухас-тăк, васкавлă пулăшу чĕнмелли телефон номерĕсене те тепĕр хут аса илтернĕ, вĕсем – «01», «101» е «112».
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |