Хăрушсăрлăх саккунĕсене пăхăнман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.03.2018, 15:02 Просмотров: 466

Вăрнар район прокуратури  «Вăрнарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăра тата «Чувашкабельмет» акционерсен хупă обществинче тĕрĕслевпе пулнă. Вĕсенче хăрушă производство объекчĕсенчи промышленность хăрушсăрлăхĕн саккунĕсене пăхăннине тишкернĕ.

Ку организацисем хăрушă производство объекчĕсен право хуçисем шутланаççĕ. Анчах вĕсемпе обществăсем федераллă саккунра ыйтнине пăхăнмасăр усă курнине палăртнă.  Район прокуратури саккуна пăснă çак тĕслĕхсене пĕтерме хушса «Вăрнарти çăкăр завочĕ» тата «Чувашкабельмет» обществăсен ертÿçисен ячĕпе представленисем тăратнă. Çавăн пекех организацисен должноçри çыннисем тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 9.1-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе 2 ĕç пуçарнă.

Прокурор представленийĕсене пăхса тухса обществăсенче кăлтăксене пĕтерме пĕтĕм мерăсем йышăннă. Раççей техника асăрхавĕн Атăлçи управленийĕн Чăваш енри пайĕн патшалăх инспекторĕн йышăнăвĕсемпе «Вăрнарти çăкăр завочĕ» тата «Чувашкабельмет» обществăсен должноçри çыннисене административлă явап тыттарса кашнине 20 пин тенкĕ штраф хунă. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика