Адреспа справка информацийĕ енĕпе патшалăх тивĕçтерĕвне парассин пахалăхне ÿстерес тĕллевпе тата граждансене меллĕрех пултăр тесе пĕлтĕрхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ку тивĕçтерĕве полицин «Вурнарский» пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăмне хăвăр килсе е Патшалăх тата муниципаллă тивĕçтерÿсен пĕрлĕхлĕ www.gosuslugi.ru порталĕ урлă илме май пур.
Хăвăр уйрăммăн килнĕ чухне паспорт пĕрле пулмалла тата заявлени (уведомлени) çырмалла, организацисен – заявлени кăна. Пĕрлĕхлĕ порталпа вара заявлени анчах ямалла, ăна маларах тата кĕске вăхăтра пăхса тухаççĕ.
Патшалăх тивĕçтерĕвне памалли вăхăт çакăн пек:
- енчен те гражданин хăй тĕлĕшпе адреспа справка информацине ыйтать-тĕк – 15 кун;
– гражданин хирĕçÿллĕ самантсем пирки пĕлтерсе уведомленипе тухать-тĕк – 3 ĕç кунĕ;
- гражданин е организаци-учреждени урăх уйрăм çын пирки адреспа справка информацийĕпе тивĕçтерме ыйтать пулсан – 30 кун.
Адреспа справка информацийĕпе тивĕçтересси тÿлевсĕр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352) 241936, 8(83537) 25118.
Раççей ШĔМ-ĕн муниципалитетсем хушшинчи
«Вурнарский» пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен уйрăмĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
