Ял шăпи шухăшлаттарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2023, 08:52 Просмотров: 68

Ĕçлĕ çулçÿревпе яллă тăрăхсенче пулнă май çакăн пек пурнăç ÿкерчĕкне асăрхатăн. Кил хуçи çурчĕ умĕнче тимлесех хаçат-журнал вуласа ларать. Уйрăмах «Çĕнтерÿ çулне» алăран яманни савăнтарать. Отиккăвăна çитсен Валерий Васильевич Ивановпа паллашма тÿр килчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер, тăван хаçата вулама вăхăт çителĕклĕ пулнине палăртрĕ.

- «Çĕнтерÿ çулне» почта ещĕкĕнчен илсенех тÿрех тĕпĕ-йĕрĕпе тишкеретĕп. Тĕрĕссипе, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп, тĕрлĕрен рубрикăсене вулама юрататăп, - терĕ Валерий Васильевич. - Уйрăмах «Паянхи ял» ятпа тухакан страница килĕшет. Вăрнар округĕнчи территори пайĕсем мĕнле аталанни питĕ кăсăклă.

Хаçат тусĕ сасартăк тарăн шухăша путрĕ. Ялта пуш пÿртсем ытларах курăнма тытăнни пăшăрхантарать иккен ăна. Демографи лару-тăрăвĕ те çивĕч. Ачасем сахалрах çуралаççĕ, пурнăçран уйрăлакансем вара ытларах. Тĕп хулара вара пачах урăхла. «Пĕр пĕлĕшĕм тĕлĕнтерчĕ. Классенче 35-шер ача ăс пухать имĕш», - калаçăва малалла тăсрĕ хаçат тусĕ.

Чăнах та, яллă тăрăхсенче çамрăк çемьесем пурăнасшăнах мар. Диплом илсенех пĕр-пĕр хулара тымар яма тăрăшаççĕ. Юрать, хастарсем çук мар. Вĕсем тĕп кил вучахне сÿнтермеççĕ, тăван кил-çурта асăрхасах тăраççĕ, юхăнма памаççĕ. Куншăн Валерий Васильевичăн кăмăлĕ çемçелчĕ. Кÿршĕсене ырларĕ.

Валерий Иванова ялта пурăнма килĕшет. Хăй вăхăтĕнче мăшăрĕпе картиш тулли мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усранă. Халĕ кайăк-кĕшĕк, сысна тытаççĕ. Пахча-анкартире çулсерен тĕрлĕрен тĕрлĕ пахчаçимĕç лартса çитĕнтереççĕ.

Валерий Иванов пенсие тухиччен «Агрохмель» агрофирмăра водительте тăрăшнă. Вăл хуçалăх ертÿçипе Борис Николаевич Семеновпа пĕр класра вĕреннĕ, пĕр кунта çуралнă. Борис Николаевич агрофирма тилхепине çирĕп тытса пынипе мăнаçланать. «Ман тантăш юхăннă хуçалăха уралантарма пултарчĕ», - терĕ.

Ĕç биографийĕ вара Валерий Ивановăн «Сельхозтехника» организацирен пуçланнă. Вăхăт çитсен ытти маттур яш-кĕрĕм пекех Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Салтак аттине тăхăннă. Служба Чита облаçĕнче иртнĕ. Салтакра чухне çарти юлташĕсемпе ăна Казахстана тырпул пухса кĕртме те янă. Ялта ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ яш каччă хастарлăхпа палăрнă. Тăрăшулăхшăн ырă сăмаха тивĕçнĕ. Хĕсметрен таврăнсан ял хуçалăх техникумĕнче ĕçлеме пуçăннă. Çемьеленсе Отиккăвăра тĕпленнĕ. Ялта тăрăшакан специалиста хуçалăх хваттерпе тивĕçтернĕ. «Ку вăл çамрăк çемьешĕн пысăк пулăшу пулчĕ», - аса илчĕ хаçат тусĕ. Виçĕ хĕре çут тĕнче парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă. Халĕ кукашшĕпе кукамăшĕшĕн 6 мăнукĕ - чун йăпатмăшĕ.

Валерий Иванов вăрăм ĕмĕрлисен йăхĕнчен. Унăн тăван ашшĕ Василий Иванович 90 çула çывхарать. Ĕмĕр тăршшĕпе вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Кÿстÿмĕрте пурăнать. Тăванĕсен, çывăх çыннисен хисепне туйсах тăрать.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика