Пирĕн Упнер ялĕ варринче иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ПМК-10 организаци вăйĕпе, ял халăхĕн кулленхи çивĕч ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе, пысăк та тарăн пĕве тума пултарнă.
Чылай çул иртнĕ май тарăнăшĕ чакса, вăл юшкăнпа тулса ларчĕ. Юлашки çулсенче çанталăк типĕ те питĕ шăрăх тăнă пирки пĕвен пĕр çыранĕнчен тепĕр енне «чăхсем çурранах, пĕсехисене йĕпетмесĕрех утса каçа пуçларĕç». Çур ĕмĕре яхăн иртрĕ те, гидросооружени системи те хăйĕн тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçлайми пулса юрăхсăра тухрĕ. Пĕвери шывăн виçине тивĕçлĕ шайра тытса тăрайми пулса тăчĕ.
Упнер ял территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Александрович Арбузов çине тăнипе пĕвен гидросооружени системине тĕпрен çĕнетме пуçларĕç. Кăткăс та яваплă ĕçсене Вăрнар муниципаллă округĕн «Максимум» тулли мар яваплă обществи чыслăн пурнăçа кĕртсе пырать. Кĕрхи çанталăкăн йывăр условийĕсене пăхмасăрах организаци строителĕсемпе специалисчĕсем пуçăннă ĕçсене пĕр минутлăха та чармасăр вăй хураççĕ, вĕсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлас тĕллевпе яваплăха туйса тăрăшаççĕ. Çанталăк хĕле кĕрсен пухăннă юшкăна турттарса тухса тасатма шанчăк пур.
Геннадий Арбузов, çамрăк пулин те, питĕ пултаруллă та анлă тавракурăмлă пуçлăх. Упнер ял халăхĕн нушисене хăйĕн чĕри витĕр кăларса чăн ĕçсемпе çирĕплетме тăрăшать. Вăл ĕçлеме пуçланăранпа ялсен урамĕсене каçхи çутăпа тивĕçтересси тата хĕллехи тапхăрта урамсене вăхăтра юртан тасатасси те тивĕçлĕн пурнăçланса пырать. Пирĕншĕн, упнерсемшĕн, çакнашкал пултаруллă çамрăк пуçлăхра тăрăшни чăн-чăн телей вырăннех. Упнер ял халăхĕшĕн пысăк калăпăшлă та çивĕч пĕлтерĕшлĕ кунашкал ĕçсене пурнăçа кĕртессе малтанхи ял пуçлăхĕсенчен эпир кĕтсе илме те пултарайман.
Геннадий Арбузов ял халăхĕшĕн кирлĕ тата тепĕр ĕçе пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Çак кунсенче Упнер ял клубĕн çивиттине улăштарассипе хытах тăрăшрĕç. Ун пек маттур пуçлăхсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсассăн ял халăхĕн çут малашлăхĕ шанчăклă алăра тесе калама çирĕппĕнех пулать. Эпир Геннадий Арбузовăн пултарулăхĕпе унăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене округри пуçлăхсем те хакласса тата асăрхамасăр аякра тăратса хăвармасса шанатпăр. Çамрăк ертÿçĕсене пирĕн çул уçса памалла, вĕсене патшалăх шайĕ таранах тĕрлĕ кăткăс та яваплă ĕçсем шанмалла. Тăрăшуллă çамрăк ертÿçĕсене пирĕн çĕршывăн пысăкрах та калăпăшлă ĕçĕсем кĕтеççĕ.
Çапла пултăр.
А.ИВАНОВ
Упнер
Ноябрь 2024 |